АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ ĕмĕрĕн усал йĕрки

02 августа 2008 г.

«Çакăн пирки каламасăр хăварма май çук. Эпир хальхи вăхăтри сывлăх сыхлавĕн тытăмне тума, спорт сооруженийĕсен строительстви валли питĕ нумай укçа-тенкĕ тăкаклатпăр, çав вăхăтра вара вун-вун пин çамрăк (тата хĕрсем – пулас ача амăшĕсем) цивилизаци çĕршывĕсенче хисепрен тухса пыракан иртнĕ ĕмĕрĕн йăлисем хыççăн кайса табак туртса хăйсен тата таврари çынсен сывлăхне сиен кÿреççĕ».

Н.Федоров Президент Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!» Çыруран.

- Туртнăран чирленине пула тĕнчере кашни ултă çеккунт пуçне пĕр çын вилет.

- Раççейре паянхи куна 40 миллион çын туртать, çакна пула çулталăкра 500 пине яхăн çын вилет.

- Чăваш Республикинче пурăнакансем çемье бюджетĕнчен çулталăкне табак туртма 5 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ тăкаклаççĕ.

Кăçалхи апрель уйăхĕнче Патшалăх Думи Раççей табак туртнипе кĕрешекен Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организацийĕн Конвенцийĕпе пĕрлешни çинчен калакан саккуна йышăнчĕ. Асăннă Конвенципе килĕ¬шÿллĕн, кашни çĕршывăн табак туртнипе кĕрешмелли стратеги пулмалла; обществăлла тата ĕç вырăнĕсенче туртма чармалла; сигарет хакне хăпартмалла, унăн рекламине пуçĕпех чармалла; пирус пачки çине туртни сиенлĕ пулни пирки каласа çырни 30 процентран сахал пулмалла мар; çул çитменнисене табак сутмалла мар; туртма пăрахас текенсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ памалла.

Июль уйăхĕнче Патшалăх Думи табак продукцийĕн çĕнĕ техника регламентне йышăнма палăртнăччĕ. Шел пулин те, çак ĕçе кĕркуннене хăварнă.

Паллах, кирек мĕнле çĕнĕлĕх те, хăнăхнă йăлана пăрахасси те пĕр кунта пурнăçа кĕреймест. Анчах та пирус туртассипе кĕрешесси саккун кăларакан, ĕç тăвакан влаçсен, общество организацийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен, кашни çыннăн ĕçĕ пулса тăрсан, тен, ăса кĕрĕпĕр те хамăра хамăр, хамăр сывлăха пулăшма пуçлăпăр; Республикăра ку енĕпе «пăр хускалнă» та ĕнтĕ. Июлĕн 24-мĕшĕнче Николай Федоров Президент ертсе пынипе ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, унта «Чăваш Республикинче 2009-2011 çулсенче пирус тата пирус изделийĕсем туртнине хирĕç туса ирттермелли профилактика» çинчен республика тĕллевлĕ программин проектне сÿтсе явнă. Проекта ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерстви хатĕрленĕ. Документра сиенлĕ çак пулăма хирĕç кĕрешмелли тăватă тĕп çул-йĕре палăртнă: общественноçа хутшăнтарса пирус туртнине сивлесе акцисем ирттересси, ĕç коллективĕсенче никотина хирĕçле юхăм сарасси, çамрăксем хушшинче профилактика ĕçне йĕркелесси, спорта, сывă пурнăç йĕркине аталантарасси. Программа мероприятийĕсене пурнăçлама 7 миллион тенке яхăн уйăраççĕ.

Районта туртнипе кĕрешесси хальлĕхе кирлĕ шайра пулса пынăн туйăнмасть. Клубсемпе библиотекăсенче, шкулсенче туртни сывлăхшăн сиенлĕ пулни çинчен калаçусем ирттереççĕ-ха, «Сывлăх кĕтесĕсем» те йĕркелеççĕ, хаçатра та пирус тĕтĕмĕн усал витĕмĕ çинчен çырсах тăратпăр, çав-çавах туртакансен йышĕ чакни сисĕнмест. Район центрĕнчи чи илемлĕ те халăх йышлă пухăнакан вырăнта та туртакансем туллиех. Çакăнта сигарет «тĕпĕсемпе» курупкисем йăванса выртни те Çĕнтерÿ лапамне илем кÿместех. Ман шутпа, вĕренÿ заведенийĕсемпе сывлăх тата кану учрежденийĕсенче кăна мар, вĕсен çывăхĕнче те туртма чармалла.

Пĕррехинче район центрĕнчи лавккара черетре тăнă чух ман умра пĕр çамрăк каччă юлашки пусĕсене шутласа сигарет илчĕ. Хăй унччен пăхса хунă чĕлĕме илме укçи çитейменнипе кăшт йÿнĕреххине илсе тухса кайрĕ. Эй, мăнтарăн, çав йытă та çимен япалашăн юлашки пусне кăларса хучĕ-çке!

Шел, хальлĕхе пируспа наркăмăшланма чарăнас тесе тăрăшакансем çав тери сахал. Сывлăха сиен кÿнипе пĕрлех хăйĕн пурнăçне татакан та, тавралăха хăрушлăха кĕртсе ÿкерекен те чылай. Сÿнтермен пирус тĕпне пула унта та кунта инкек сиксе тухать, кил-çурт, вăрман çу¬нать... Черетлĕ чĕлĕме алла иличчен çакă мĕн патне илсе çитерме пултарни пирки шухăшласчĕ.

Вăхăт шав малаллах шăвать. Тен, хăçан та пулин, инçет-инçет пуласлăхра, «XXI-мĕш ĕмĕр ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнă;» – тесен, «XXI ĕмĕрте çынсем туртма пăрахнă», – тейĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика