АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Участок инспекторĕ ялти йĕркелĕхе сыхлать

02 августа 2008 г.

Милицин участок уполномоченнăйĕ пулса ĕçленĕ май, кашни кун тĕрлĕ çынпа курса калаçма тÿр килет. Вĕсем хушшинче тÿрĕ кăмăллисем, усаллисем, йĕркеллĕ пурăнаканнисем, ĕçке ярăннисем те пур. Ял тăрăхĕсенче сăпайлă çынсемпе курса калаçсан ĕçлес кăмăл çĕкленет. Вĕсем ĕçкĕпе иртĕхмеççĕ, çемьере шăкăл-шăкăл, саккунпа килĕшÿллĕн пурăнаççĕ, кÿршĕсемпе килĕштереççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсем ялти ятлă-сумлă, хисеплĕ çынсем.

Шел пулин те, паянхи пурнăçра усал, ĕçсе-супса, ĕç тĕлне пĕлмесĕр çапкаланса, вăрçас шухăшпа çÿрекен, арăмĕпе ачисене хĕнекен, вăрлас та çаратас, суя-ултавпа хăйсен пурнăçне çăмăллатма тăрăшакан çынсем те сахал мар-ха. Çакăн пек çынсем ытларах йĕркене пăсаççĕ те ĕнтĕ, тĕрмене лекни те пулкалать. «Тимĕр решетке» хыçĕнчи пурнăç вара çынна юсамасть, ят-сума варалать çеç. Çын преступлени çулĕ çине ан тăтăр тесе, эпир, милицин участок уполномоченнăйĕсем, хамăра уйăрса панă территорисенче кашни çынна пĕлсе тăма, йĕркене пăсасран асăрхаттарма, çул çитмен çамрăксемпе профилактикăлла мероприятисем ирттерме тăрăшатпăр. Уйăхсерен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса Профилактика кунĕсем йĕркелетпĕр, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене çитсе куратпăр, ял халăхне хумхантаракан ыйтусене пăхса тухатпăр.

Кăçалхи 6 уйăх хушшинче участокри милицисем тăрăшнипе 29 преступление уçса панă, граждансем пулăшу ыйтса çырнă 250 заявление пăхса тухнă, айăплисем пирки 620 административлă протокол çырнă.

Юлашки вăхăтра республикăра, çавăн пекех районта та йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесен йышĕ ÿссе пыни пăшăрхантарать. Ун пеккисем кашни ялтах пур. Эрехе пулах-çке çемьесем арканаççĕ, преступленисем пулаççĕ. Çавна пулах çул çитмен çамрăксем ашшĕ-амăшĕн ăшшине туймасăр ÿсеççĕ. Ун пек çемьесенчи ачасем саккуна хирĕçле ĕçсем тăвас хăрушлăх пысăк. Участокри милици сотрудникĕсем вара ĕçкĕç çемьесене тимлĕхре тытаççĕ. Çавăнпа та ялсенче йĕркелĕхе тытса пырас, преступленисем пуласран асăрхаттарас тĕллевпе республикăри Шалти ĕçсен министерстви йĕркеленипе июлĕн 15-31 мĕшĕсенче районта та «Быт» операци иртрĕ. Профилактикăлла мероприяти тапхăрĕнче эпир вырăна тухса эрехпе туслă çемьесене çитсе ачасен кун-çулĕпе интереслентĕмĕр, пĕр хутчен саккунпа айăпланнисемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Çавăн пекех обществăлла вырăнта ÿсĕр çапкаланса çÿрекенсене асăрхаттартăмăр, граждансене урамра, кил-çурт таврашĕнче тирпей-илем кĕртессипе ĕçлемеллине аса илтертĕмĕр. Операци вăхăтĕнче пирĕн сотрудниксем йĕркелĕхе пăхăнманшăн тата çемьери харкашусемшĕн пурĕ 70 ытла протокол çырнă, вĕсене саккун тăрăх явап тыттарнă.

«Ятлă çынна ял савать», – тенĕ ваттисем. Çĕр çинче эпир пурте хăнара. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, саккуна хирĕçле ĕçсем тăвас марччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика