02 августа 2008 г.
Лавккаран тавара
укçа тÿлесе илмелле
Кирек мĕнле лавккаран та тавар туянас тесен малтан укçа тÿлемелле-çке. Хăшĕсем çакна манаççĕ-тăр. Çакăн пек тĕслĕх Хирлÿкасси лавккинче пулса иртнĕ. Июлĕн 21-мĕшĕнче Хватукасси çынни, 1969 çулхискер, Хирлÿкасси лавккине кĕрсе сутуçăран кивçенле эрех пама ыйтнă. Юлташне питĕ хăналас килнĕ иккен унăн. Анчах сутуçă тавара укçасăр паман, паллах. Арçын нумай шутласа тăман, кĕленчене ярса илнĕ те лавккаран тухнă. Çак преступленилле ĕç пирки шалти ĕçсен пайне пĕлтернĕ. Пурне те çакăн пек хăтланма ирĕк парсан лавккасенче сутуçăсем те тытма кирлĕ мар пулса тухать.
Мăкăнь – хитре чечек те...
Пахчара мăкăнь ÿстерни – преступлени. Вăл наркотик хатĕрлемелли ÿсен-тăран пулнине кашни пĕлет. Çапах та çак йĕркене пăсакансем тупăнсах тăраççĕ. Çак “чечеке” ÿстерекенсене саккун тăрăх çирĕп айăплаççĕ.
Нумай пулмасть çакăн пек тĕслĕхе Кив Атикассинчи пĕр хуçалăхра асăрханă – 50 çулхи хĕрарăмăнне 10 мăкăнь тĕммине тупса палăртнă.
Палăртмалла, ял çыннисем мăкăне апат-çимĕçре усă курма ÿстеретпĕр тесе ăнлантараççĕ. Çапах та ăна килти пахчара туса илме юрамасть. Саккуна пурин те пăхăнмалла.
Сăмакун сутрăн – явап тыт
“Укçа чул кастарать”, – тенĕ ĕлĕкех. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни çемьере йывăрлăх кăларса тăратать, паллах. Анчах тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе илмен укçа хăçан та пулин шар кăтартатех. Акă, Тихăнушкăнчи пĕр ватă çын сăмакун сутса услам тума шут тытнă. “Пурте сутаççĕ, хальлĕхе никама та тытса чарман-ха, эпĕ мĕнрен кая, ман та пуяс”, – тенĕ-ши; Эрех ярăнтарнă та ярăнтарнă. Вĕренĕн те вĕçĕ пур çав. Кăсăруклисем çакна сиснĕ, сăмакунçăна алăранах ярса тытнă.
Эрехпе сутă туни хăçан та пулин çемьене хуйхă кÿретех. Çакна асра тытасчĕ.
Тăр кăнтăрлах çаратнă
Вăрăсем ытларах каç пулсан “ухутана” тухаççĕ, кăнтăрла пÿрт алăкĕнче пысăк çăра çакăнса тăнипе усă куракансем те сахал мар. Акă, июлĕн 26-мĕшĕнче Трапайри И., тăр кăнтăрлах, ялти тепĕр киле чÿрече рамине кăларса çаратма кĕнĕ. Кил хуçи çуккипе усă курса арçын электродрель тата алюмини фляга йăкăртса тухнă.
Милици сотрудникĕсем преступнике тупса палăртнă. Халĕ ăна РФ УК 158 статйин 3-мĕш пайĕн “а” пункчĕ тăрăх айăплаççĕ.