06 августа 2008 г.
Архив – кивĕ документсене (учрежденисемпе организацисен, предприятисен ĕç планĕсене, протоколĕсене, отчечĕсене), тĕрĕсрех каласан, истори тĕлĕшĕнчен кирлĕ тата интереслĕ ĕç хучĕсене е пĕр-пĕр çыннăн пурнăçĕнче пухăнса пынă хутсене упракан учреждени. Район администрацийĕн архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Михаил Аливанкин каланă тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район архивĕнче 410 документ вырăн тупнă. Çавăн пекех яланлăхах упрама 966 единица, уйрăм çынсен ĕçлĕ хучĕсене 386 единица йышăннă.
Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче 344 ыйту килнĕ. Вăл шутран тематикăллисем – 69, пурне те татса панă, социаллă право тĕлĕшпе 254 ыйту пулнă, 85-шне татса парайман.
Кăçалхи апрель уйăхĕнче ял тăрăхĕсен специалисчĕсен кунĕнче вырăнта ĕç хучĕсене йĕркелесе пыракансемпе тата архив ĕçĕшĕн яваплă çынсемпе семинар-канашлу ирттернĕ. Унта иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пăхса тухнă тата 2008 çул валли малашлăх тĕллевсем палăртнă. Хальхи вăхăтра районти архив умри задачăсене ăнăçлă татса парас тĕлĕшпе ĕçлет.