06 августа 2008 г.
Çут çанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ тăрать. Кайăк-кĕшĕк савăк юррипе савăнтарать, йĕри-тавра чечексем ешереççĕ. Пыл хурчĕсем вĕсем çийĕн вĕçĕ-хĕррисĕр сĕрлеççĕ, нектар пуçтараççĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ лĕпĕшсем вĕлтĕртетсе иртеççĕ. Мĕн тери илемлĕ-çке çулла!
Хурт-кăпшанкăсен тĕсĕсен хисепĕ çав тери пысăк. Шăпах вĕсен тĕлĕнтермĕш тĕнчипе паллашма тÿр килчĕ те ĕнтĕ çак кунсенче Питĕркассинчи вăтам шкул çумĕнче йĕркеленнĕ «Светлячок» ача садне çÿрекенсен районти «Çын тата çут çанталăк» халăх музейĕнче пулса курнă май. Кунта нумаях пулмасть «Лĕпĕшсемпе нăрăсен тĕнчи» курав ĕçлеме пуçларĕ-çке. Пĕчĕк шăпăрлансем тĕрлĕ çĕршывсенче пухнă хурт-кăпшанкăпа паллашрĕç. Хăшĕсем хăйсене килĕшнĕ лĕпĕшсемпе нăрăсем умĕнче кăмăлĕсене тытса чараймасăр уççăн янăрарĕç, вĕсене алăпа тытса тÿпенелле вĕçтерес килнине пытармарĕç. Унтах лĕпĕшсемпе нăрăсене шеллекенсем те пулчĕç.
Сăмах май, ача садне çÿрекен ачасем музейри экскурсипе кăмăллă юлчĕç. Çак кун вĕсемшĕн нумайлăха асра юлĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Тĕрлĕ хурт-кăпшанкăна пухса, пуян та паха материалпа халăха паллаштарса Чăваш Ен тĕпчевçи, çул çÿревçи Виссарион Петрович Лосманов пархатарлă ĕç тăвать. Вăл хăйĕн ырă ĕçĕпе республика çыннисене савăнтарать, тавра курăма анлăлатать, пĕлĕве ÿстерет.