АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çывăххи – тăван кĕтес

06 августа 2008 г.

Чи çывăххи – тăван кĕтес

Паллă куна асра юлмалла тата интереслĕ ирттерес тесе Питĕркасси ял тăрăхĕн специалисчĕсем нумай тăрăшнă. Ял-йыш хăйсем пурăнакан вырăна, урамсене тирпейлесе пуçтарнă. Уява çÿллĕ шайра ирттерме кÿпешсен майĕ те пур – кăçал яла асфальт сарнă çул çитрĕ. Çавна май ял сăн-сăпачĕ чылай капăрланчĕ, çыннисем те савăнăçлă. Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй кĕртрĕ-çке.

Палăртнă вăхăт çитсен вырăнти халăх (чылайăшĕ чăваш тумĕ тăхăннă, çăпата сырса тухнисем те пур), хăнасем ял вĕçне пуçтарăнчĕç. Унтан çĕнĕ çул тăрăх юрăпа та ташăпала ял уявне ирттерме палăртнă вырăна анчĕç. Хăшĕсем кил умне тулли сĕтел кăларса лартнă, ялти ватăсем ĕлĕкхи ĕçсене сăнласа кăтартса пачĕç. Уява сиссе-тĕр, çанталăкĕ те ял çыннисемпе пĕрле савăнчĕ.

Уява пуçличчен кунта çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршыва сыхласа паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă С. Эзенкинпа Ю.Макаров воин-интернационалистсене асăнса пурте пĕр минут шăп тăчĕç. Ялти хисеплĕ çын, паттăр салтакăн ашшĕ Ф.С. Эзенкин Чăваш Республикин ялавне çĕклерĕ. Унтан Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т.Дмитриев сăмах илчĕ, Кÿпеш ялĕ аталану çулĕпе пынине палăртрĕ. Ватăсем ăс парсан, çамрăксем çанă тавăрса ĕçлесен малашлăх çутă та телейлĕ пулассине çирĕплетрĕ вăл.

Район пуçлăхĕ А.И.Криков районта пурăнакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерсе пыма тăрăшнине, вĕсене пурăнма лайăх условисем туса парасси пирки шантарса каларĕ. Çавăн пекех октябрĕн 1-мĕшĕччен Кÿпеш ял урамне каçхине çутăпа тивĕçтерессине пĕлтерчĕ. Александр Иванович район территорийĕнчи ытти ялсен аталанăвĕ çинче те кĕскен чарăнса тăчĕ, ырă ĕçсене палăртрĕ.

Питĕркасси ял тăрăхĕн депутачĕсем Н.С.Артемьевпа Г.П.Никифорова Кÿпеш çыннисене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Ял уявĕнче пухăннисене ял историйĕпе паллаштарасси йăлара ĕнтĕ. Кăçал вăл ыйтупа Т.Р.Перепелкина тухса калаçрĕ, чылай интереслĕ пулăмсем пирки сăмах хускатрĕ, кунта çуралса ÿснĕ паллă çынсене асăнчĕ. Район пуçлăхĕ А.И.Криков Кÿпеш ялĕнчен пулнишĕн, вăл тăван ялшăн тата ыттисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн мухтаннине пĕлтерчĕ, тав турĕ.

Уява малалла тăснă май, А.Т.Дмитриев Кÿпеш ялĕнчи чи пултаруллă çынсене, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннисене, ял уявне ирттерме пулăшнисене – Эзенкинсен, Шурбясен, Криковсен, Трифоновсен, Перепелкинсен, Ярабаевсен, Никифоровсен, Ивановсен, Казачуксен, Фондеркинсен çемйисене ырă ятпа асăнчĕ, парнепе хавхалантарчĕ. А.Я. Крикована “Чи лайăх сăра тăвакан”, З.П.Перепелкинана “Ялти ăстаçă” ятсемпе чысларĕ. Çавăн пекех “Ялти чи лайăх хуçалăха” палăртрĕç. Кăçал ăна Н.Ф. Эзенкин тивĕçрĕ. 2008 çулта Н.С.Медведевпа Н.Г.Огоньковăн çемйисенче чун тĕпренчĕкĕсем кун çути курнă. Телейлĕ çемьесене те парнесемсĕр хăвармарĕç. Уява кăкăр ачисене коляскăпа тĕксе пынă амăшĕсене палăртрĕç, парне турĕç. Ялти чи ватă çынсене те сума сурĕç. Вĕсем – Е.А.Веревкинапа (94 çулта) И.Е.Михопарова (93 çулта). Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисен йышĕ çултан-çул чакса пынине асăнчĕç. Паянхи куна ялта вăрçă паттăрĕсенчен Г.К. Огоньков кăна пурăнать.

Ăшă тĕл пулу хыççăн Питĕркасси ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ “Хăмăш”, Штанашри пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Уява пухăннă халăх вĕсемпе пĕрле ташларĕ, юрларĕ. Чăваш тумĕпе çăпата сырса тухнисем “çăпата ташши” çаптарчĕç, хăйсем те карта варрине тухса ĕлĕкхи кĕреке юррисене шăрантарчĕç.

Уяв спорт ăмăртăвĕсемсĕр иртместех ĕнтĕ. Çирĕп вăй-халлисем волейболла вылярĕç, пневматикăлла винтовкăран печĕç, дартс вăййине хутшăнчĕç, скакалкăпа сикессипе тупăшрĕç. Чи пĕчĕккисем катаччи ярăнчĕç.

Каçченех савăнчĕç ял çыннисем уявра. Кÿпешсем пĕрле пухăннă чух тус-тăвансемпе курса калаçрĕç. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, пĕрле кĕрекере савăнма тĕллев лартрĕç. Тăван кĕтесрен, çуралнă ялтан хакли нимĕн те çук çав.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика