06 августа 2008 г.
Августăн 2-мĕшĕнче халăх Илле кунне паллă турĕ. Мăн Этмен ял тăрăхĕ çав шăмат кун Уйпуçĕнче ял уявне ирттерчĕ. Унта Çĕн Ирчемеспе Малиновка ялĕсенче пурăнакансем те хутшăнчĕç.
Палăртнă вăхăтра Уйпуçĕнчи стадиона çынсем йышлă пуçтарăнчĕç. Асăннă виçĕ ялта пурĕ 316 кил, 732 çын пурăнать. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çурт-йĕр çĕклеççĕ, çĕнĕ çемьесем чăмăртаççĕ, ача-пăча çуралать...
Пухăннисене чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Сергеева саламларĕ, хресчен ĕçĕ йывăр та пархатарлă пулнине палăртрĕ. Çапах та ял çынни пуçа усмасть, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырать. Кăçал уй-хирте тыр-пул ăнса çитĕнчĕ, ял çыннисем ытлашши сĕте сутаççĕ.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ ватă çынсене, çур ĕмĕр пĕрле пурăнакан мăшăрсене, кăçал çуралнă пепкесен ашшĕ-амăшне парнесемпе чысларĕ.
Мăн Этменти “Шанчăк” фольклор ансамблĕ уяв хăнисене концертпа савăнтарчĕ. Çамрăксем спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен вăй-халне, тÿсĕмлĕхне тĕрĕслерĕç.