АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçĕнче пиçĕхнĕ

06 августа 2008 г.

Паян та Роза Андреевна ыйхăран ирех вăранчĕ. Тулта тĕттĕм-ха. Пÿртре шăп. Ăна кура кушак та хăйĕн вырăнĕнчен тăрса тухрĕ. Çакăн пек аслă пÿлĕмре иккĕнех вĕсем. Мăшăрĕ, Хветĕр, çĕре кĕни çирĕм тăватă çула кайрĕ ĕнтĕ. Ачисем те, пилĕккĕн те-ха вĕсем, амăш килĕнчен вĕçсе саланнă. Пурте çемйеллĕ. Çапах кичемлĕх ăшра. Анчах та çак пĕчченлĕхе этем хăнăхнă. Акă, вăл кил ăшшин вучахне, тĕпел кукрине, кĕчĕ. Ĕне сума савăт-сапине хатĕрлемелле-çке. Шĕкĕр Турра, ĕлĕкхи пек вут хутмалла мар. Çут çанталăк газĕпе усă курать.

Тулли мар вăтам пĕлÿллĕ хĕр ача ун чухнехи Чкалов ячĕллĕ хуçалăхра вăй хума пуçлать. Чипер сăн-питлĕ, вăтам пÿллĕ хĕре куç хывакансем пулнах-тăр. 1955 çулта Тури Çĕрпÿкассинчи яштака пÿ-силлĕ каччăпа, Хветĕрпе мăшăрланаççĕ те, Роза «Путь Ленина» хуçалăхăн уй-хир бригадинче тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать.

Акă, уй-хир бригадине ертсе пыракан çын кирлĕ пулать. Камăн аллине шанса памалла-ха коллектива; Çĕр ĕçченĕсем ун чухнехи председателе Петр Васильевич Егорова Розăн кандидатурине сĕнеççĕ. Вăл вăхăтра ертÿçĕсене халăх суйланă. Вара Петр Васильевич Максимована килне пырсах бригада пухăвне илсе каять. Çапла Роза Андреевна ертÿçĕ пулса тăрать. Пĕтĕм уй-хир ĕçĕсене алă вĕççĕн тума тивнĕ. Шкул сакки çинче ертÿçĕ пулма хатĕрлемеççĕ, пурнăç опычĕ те пуян мар. Çапах ял халăхĕн шанăçне тÿрре кăлармалла. Çакăн пек шухăш-туйăмсемпе Роза Андреевна кÿлĕнет лава. Вара мĕн пенсие тухичченех, 24 çул хушши пĕр улшăнмасăр тăрăшать. 1982 çулчченех.

Малтанхи çулсенче бригада членĕсене ĕçе килĕрен çÿресе чĕнме тивнĕ. 1968 çулта «Путь Ленина» хуçалăхра вырăнти радиовещани передачисене йĕркелеççĕ.

Хресченĕн ĕç нихăçан та сахал пулман: аки-сухине кĕске вăхăтра, пахалăхпа ирттермелле, çум курăксемпе кĕрешмелле, утă çи, вырма тата ытти те. 1970 çулта колхоз правленийĕпе (председателĕ Н.А.Данилов) партин пуçламăш организацийĕ (секретарĕ Н.А.Гомелев) Р.Максимована Хисеп грамотипе чыс тăваççĕ.

1973 çулта «Путь Ленинана» «Трактор» хуçалăхпа (председателĕ Г.С.Михайлов) пĕрлештереççĕ. Пĕр ялтан тăракан хуçалăхри 5 бригадăран пĕр бригада пулса тăрать. Хальхинче те бригадăна ертсе пыма Р.Максимована шанаççĕ. Трактор бригадине ертсе пыма вăрçă ветеранне В.Герасимова хушаççĕ. Тракторсемпе, ял хуçалăх машинисемпе тухăçлă усă курса ĕçсене вăхăтра туса пыраççĕ. Пĕлÿ çителĕксĕррине туйса Роза Андреевна Хусанушкăнчи каçхи шкула çÿреме пуçлать. 1974 çулта нумай ача амăшĕ алла аттестат илет.

Бригадирта ĕçлеме пуçланă çул çулталăкри ывăлĕ Илюш кăна пулнă пулсан, халĕ мăшăрĕпе пĕрле çемье çичĕ çынна çитет. Вăл пилĕк ача амăшĕ ĕнтĕ. ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1975 çулти Указĕпе килĕшÿллĕн ăна II степеньлĕ «Медаль материнстава» параççĕ. Ольга, Ваня, Луиза халĕ Мускав хулинче хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Надя республика тĕп хулинче – Шупашкарта тĕпленнĕ. Илюш ывăлĕ Хусанушкăнь ялĕнче çемйипе пурăнать, хуçалăхра ăста токарь шутланать.

Роза Андреевна манса кайман-ха. 1974 çулта бригада ĕçченĕсем пысăк тухăçлă çĕр улми туса илчĕç. Унăн тухăçĕ гектартан 300 центнертан кая мар тухрĕ. Çимĕçе копалка çуккине пула алăпа кăларма тиврĕ. Çав вăхăтрах «Трактор» хуçалăх та Ленин ячĕллĕ хуçалăхпа пĕрлешсе пысăкланать. Тури Çĕрпÿкасси ялĕ 6-мĕш уй-хир бригади шутланма пуçланă.

Пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ ÿссех пынă. Çĕр ĕç культурине йĕркеллĕ пурнăçласа пыма пулăшаканĕсем – «Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ» Н.В.Никитин, К.В.Пономарева агроном. Бригадăн, «Путь Ленина» хуçалăх шутланнă чухне, тыр-пул тухăçĕ пĕр гектар пуçне вăтамран 16-17 центнер кăна пулнă, халĕ тухăç 30 центнертан кая мар.

1976-1978 çулсенче вырма йывăррăн иртет. Çумăрсене пула комбайнсем уйсене кĕреймен. Тырпула çăлса хăварас тесе алăпа та çулма тивнĕ. Улăма лашасемпе те, алă вĕççĕн те пухса купаланă. Халăх пуçа усман, йывăрлăха çĕнтернĕ.

1971 çулта СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ йышăннă Указпа Роза Андреевна Максимована «Хисеп Палли» орденпа наградăлаççĕ. 1981 çулта ял хуçалăхĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата производствăра çитĕнÿсем тунăшăн ăна «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятне панă.

Роза Андреевна Хусанушкăнь ял Совечĕн, Хĕрлĕ Чутай район Совечĕн депутачĕ пулнă. Районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕ ăна.

Чăн та, тивĕçлĕ канăва тухас умĕнхи юлашки çулсенче бригадира пулăшаканĕ пулса ĕçлет. 1982 çулта пенсие тухать. Канăçсăр вăхăт хыçала юлчĕ темелле. Çук вĕт-ха. 1984 çулта мăшăрĕ, Федор Максимович, вăхăтсăр çĕре кĕрет. Çемьешĕн çухату. Çемье лавне пĕчченех туртса пымалла. Çăмăл мар, йывăр. Ăшра хуйхă чĕртнĕ çулăма Роза йÿçĕ шĕвексемпе мар, хăйне алла илсе ĕçпе сÿнтерет. Çынна ĕç кăна илем кÿнине самантлăха та асран ямасть. Паянхи куна та эрех-сăра алла тытмасть. Урă пурнăçра курать вăл этем илемне. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ ĕçчен хăйĕн хушма хуçалăхĕнче ĕне, кайăк-кĕшĕк тытать. Ачисем манмаççĕ. Ватă амăшне утă-улăм хатĕрлеме, кил-çурт таврашне юсама пулăшаççĕ. Унăн сакăр мăнук.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика