АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕпе – юрăпа тата юратнă упăшкапа

06 августа 2008 г.

Надежда Кадышеван пурнăçĕ Кĕл пике çинчен калакан юмаха аса илтерет. Унăн пурнăçĕнче усал ама çури амăшĕ те, йывăр ĕç те, илемлĕ принц та пулнă!

Юрăç Оренбург тата Самар облаçĕсен чиккинче – Тутар АССРĕнчи Ленин районĕнчи Горкино ялĕнче çуралнă. Надежда – пилĕк хĕртен вăтамми. Малтанах хуйхă пуласса нимĕн те систермен, çемье чиперех пурăннă. Кадышевсен хĕрĕсем яланах таса тумпа çÿренĕ, тутă пулнă.

Пĕр самантра – амăшĕ вилсен – веçех улшăннă. Надьăн кĕçĕн йăмăкĕ ун чухне тăхăр уйăхра кăна пулнă. Ашшĕ тепĕр хут авланнă, киле ама çури амăшĕ килнĕ. Çемье арканнă: аппăшĕсем пĕрин хыççăн тепри хулана тухса кайнă. Вера завода вырнаçнă. Надьăпа Люба тăлăхсем пек интерната лекнĕ.

Шăпах унта Надежда юрлама пуçланă. Вĕрентекенсем унăн пултарулăхне тÿрех асăрханă. Вăл вокал конкурсĕсенче çĕнтернĕ. Хĕр артистка пулма ĕмĕтленнĕ. Надя сакăр класс пĕтерсен Мускав çывăхĕнчи заводра ĕçлекен аппăшĕ ун патне килнĕ. Надежда унпа кайса ĕмĕтне пурнăçа кĕртесшĕн пулнă. Вырăнти хор ертÿçи (ун чухне вăл унта юрланă) Ипполитов-Иванов ячĕллĕ музыка училищине кайса пăхма сĕннĕ. Хăнăхман лару-тăру, çирĕп ыйтакан педагогсем, ĕлĕкхи çурт ялти хĕре çухатса янă. Надежда класран тухнă та макăрса янă. Музыка училищине нихăçан та вĕренме кĕреес çук тесе хурланнă. Çапах та хатĕрленÿ курсĕсене çÿреме пуçланă.

Надежда Лобнăра пир тĕртекен фабрикăра вăй хунă вăхăтрах Мускавра хатĕрленÿ курсĕнче вĕреннĕ. Ирхине 5 сехетре вăл ĕçе тухнă та кунĕпех станок умĕнче тăнă. Кун хыççăн училищĕне васканă. Надя талăкра 2-3 сехет çывăрнă.

Тепĕр çул хĕр вĕренме кĕнĕ. Виççĕмĕш курсрах Надежда Кадышевана халăх юррин квартетĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Унта вăл 8 çул юрланă. Çав вăхăтрах Гнесинсен ячĕллĕ патшалăх институтне те пĕтернĕ.

Шăпах çак институтра вăл хăйĕн шăпипе – Александр Костюкпа – тĕл пулнă. Надежда халĕ ăна пĕрре курсах юратнине йышăнать. Александр хăй те илемлĕ хĕре куç хывнă. Анчах вĕсем 4 çул пĕр-пĕрин патне утăм тума хăяйман. Надежда çакăншăн пăшăрханнине пула начарланнă. Вăл халĕ те юратнипе кулянни начарланмалли чи лайăх меслет тесе шутлать.

Тинех, вĕренÿ вĕçленнĕ тĕлелле, Александр лару-тăрăва хăйĕн аллине илнĕ. Вăл хăйсен пĕлĕшне шутласа кăларнă çуралнă куна Надеждăна чĕнме ыйтнă. Çавăнта “ăнсăртран” паллашнă та. Каччă хĕре ашшĕ-амăшĕ патне паллашмашкăн кайма чĕннĕ. “Эпĕ тахçантанпах Саша çинчен ĕмĕтленнĕрен нумай шухăшламарăм, тÿрех килĕшрĕм”, – аса илет юрăç.

Тепĕртакран туй кĕрлеттернĕ. Тата тепĕр çултан ывăлĕ Гриша çуралнă. Çак вăхăтра Александр арăмне квартетран кайма, хăйсен коллективне йĕркелеме сĕннĕ.

Шăпах çакăнта Кĕл пике çинчен калакан юмах вĕçленет те çĕнни – “Ылтăн çĕрĕ” (“Золотое кольцо”) çинчен – пуçланать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика