06 августа 2008 г.
Район прокуратури ял тăрăхĕсем налук саккунĕсене мĕнле пăхăнса пынине тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсем тупса палăртнă. Акă, Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕн 396 статйин 12-мĕш пайĕпе килĕ¬шÿллĕн, муниципаллă тытăмсен кашни çулах февралĕн 1-мĕшĕччен налук органĕсене хăйсен çĕр лаптăкĕсем пирки пĕлтермелле. Çапла вара лаптăксемпе усă курнăшăн налук тÿлемелле.
Сăмахран, Пантьăк ял тăрăхĕнче 1553 çĕр участокĕ. Налук органне вара 47-шĕ çинчен е виçĕ процент чухлĕ çеç сведени тăратнă. Çакă налук саккунне пăсни пулать.
Çакăн пек тĕслĕхсене районти пур ял тăрăхĕсенче те тупса палăртнă.
Тĕрĕслев тăрăх прокурор 10 ял тăрăхĕн пуçлăхне РФ административлă право йĕркин Кодексĕн 15.6 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн асăрхаттарнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă.