АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял пурнăçне çĕнетессишĕн

09 августа 2008 г.

Ялсенче паян çĕнĕ те хăтлă çуртсем çĕкленни, асфальт сарса хытарнă яка çулсем вăрăмланни, килсене таса шывпа тивĕçтерни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Раççей тата Чăваш правительствисем халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн, ăна ĕçлеме тата канма кирлĕ условисем туса парассишĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Çакна пĕтĕмпех ялсене аталантарас тата вĕсенче çамрăксене ытларах хăварас тĕллевпе тăваççĕ. Акă, «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçласа кăçалхи ултă уйăхра ултă çамрăк çемьене социаллă тÿлевпе тивĕçтернĕ. «Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕ¬шÿллĕн çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене валли 1120 пин тенкĕ уйăраççĕ. Çак укçана федераллă бюджетран тата вырăнти бюджетран параççĕ. Çавăн пекех граждансене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 1280 пин тенкĕ пăхса хунă. Ку енĕпе тăхăр граждан социаллă тÿлев илĕç.

«Çурт-йĕр» федераллă программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программăна пурнăçласа 2002-2010 çулсенче çурт туянма е тума социаллă тÿлев илмелли Свидетельствăсем панă. Ку тĕлĕшпе 12 çамрăк çемьене пурĕ 4647,75 пин тенкĕ лекет. Çав шутран 3492,802 пин тенки федераллă бюджетран, 885,45 пин тенки республика бюджетĕнчен, 264,498 пин тенки вырăнти бюджетран пулать. Кĕскен каласан, икĕ çынлă çамрăк çемье 257,25 пин, пĕр ачаллă амăшĕ – 294 пин, виçĕ çынлă çемье 378 пин, тăватă çынли 504 пин, пилĕк çынлă çемье 630 пин тенкĕ илет. Кăçалхи июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне виçĕ çамрăк çемьене пурĕ 1235,25 пин тенкĕ панă.

Пĕтĕмĕшле илсен, çурт-йĕр çавăрасси çăмăл ĕç мар. Укçа-тенкĕ те, строительство материалĕсем те чылай кирлĕ. Çапах пуçа усмасть ялта тĕпленме шутланă кил-йыш. Тĕс¬лĕхрен, кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче укçа-тенкĕн тĕрлĕ çăл куçĕсемпе усă курса районĕпе 5894 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр ĕçе кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн Указне, Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртсе кăçал районта 26,012 километр тăршшĕ автомобиль çулĕсем хывса хăвармалла. 12 объектра ĕçлесе 140,0 миллион тенкĕпе усă курмалла. Ку вăхăт тĕлне 4,804 километр çул тунă. Сăмахран, Кив Атикасси – Штанаш – Урикасси çулĕ – 4434 километра, Элĕк – Кив Атикасси – «Сура» – Кушлавăш çулĕ 0,367 километра тăсăлать. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай – Вишенер – Пчелка автоçул строительствин калăпăшне 48 процент пурнăçланă. Вăл 8,88 километр чухлĕ. «Сура» – Трапай çулĕ 1,48 километр тăршшĕ, унăн 60 процентне ĕçе янă. Кив Атикасси – Штанаш – Вăрманкас çулĕ 0,485 километрпа танлашать, ĕçсен 80 процентне пурнăçланă.

Чăваш Республикин Президенчĕ 2006 çулхи августăн 1-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен строительствине хăвăртрах вĕçлемелли мерăсем çинчен» Указне пурнăçа кĕртсе кăçал 2,44 километр çула туса пĕтермелле. Элĕк – Кив Атикасси – «Сура» – Малиновка çул – 0,54, «Сура» – Тури Магарин – Триер – Покровское – Горбатовка çул 1,9 километр пулать. Çак асăннă çул-йĕр автомашинăсемпе çÿреме меллĕ пулать.

Çурт-йĕр тата çул-йĕр ыйтăвĕсем çивĕч тăраççĕ. Вĕсене ăнăçлă татса парасси – строительсен тивĕçĕ. Мирлĕ професси çыннисем çакна лайăх ăнланаççĕ, умри тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ.

«Таса шыв» программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе те ĕçсем малалла пыраççĕ. Кăçал Пантьăк ялĕнче ку енĕпе 3 миллион та 905 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Строительсем çак уйăхра шыв пама палăртаççĕ. Шел пулин те, колонкăсемпе пур çĕрте те пĕлсе, кирлĕ пек усă курманни пăшăрхантарать. Ишеккасси çыннисем таса шыв пыманнишĕн пăшăрханса калаçаççĕ. Ачкасси халăхне те çак ыйтăвах канăçсăрлантарать. Тĕпрен илсен, 2015 çулччен 250 çын ытла пурăнакан 33 яла таса шывпа тивĕçтерме палăртнă. Кăçалах 390 метр тăршшĕ газ пăрăхĕсем хывса хăвармалла.

Строительсен ĕç нихăçан та сахал пулман. Халĕ те çаплах. Шкулсене, ача сачĕсене, ытти объектсене хĕле хатĕрлемелле. Çак ĕçсене районти КСО хутшăнмасăр юлмасть. 29 çынлă коллектив паян Питĕркасси шкулне тата «Пилеш» ача садне юсанă çĕрте ырă тĕслĕх кăтартать. З.Альгешкина, Ю.Вахтеров, М.Козлов тата ыттисем те хастарлăхпа палăрса тăраççĕ.

Строительсен кунĕ. Районти строительсем хăйсен профессиллĕ уявне хĕрÿ ĕçре кĕтсе илни чунтан савăнтарать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика