09 августа 2008 г.
Хресчен пурнăçĕ тăван уй-хирпе тачă çыхăннă. Çĕр пире хăйĕн пĕтĕм ырлăх-пурлăхне парать-çке. Акă, кĕр акине вăхăтра, агротехникăна çирĕп пăхăнса ирттерни тыр-пул тухăçне палăрмаллах ÿстерме пулăшать. Çакна хуçалăх специалисчĕсем лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем çĕр хатĕрлес, пусăсене тислĕк кăларас, паха вăрлăх хывса хăварас тĕлĕшпе малашлăха пăхса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Тар тăкни, ÿркенсе ларманни вара ÿсĕмсем парнелет.
Илер-ха “Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативне. Хуçалăхра çĕр ĕçне пĕлсе, наука вĕрентнĕ пек туса пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне кунта 500 гектар хатĕр çĕр пур. Çак лаптăка органика чылай кăларнă, лайăх кăпкалатнă. Кĕр тыррисен вăрлăхĕ те çителĕклĕ. Малтанах куçса пыракан фондпа усă курмалла пулать.
Туканашри “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрикин ертÿçисем те кĕрхи культурăсем акасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май çĕр хатĕрлемелли техника çите¬лĕклĕ туяннă. 1500 гектар çĕр кăпкалатнă, вăрлăх та кÿрсе килнĕ. “Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕ те тĕш тырă культурисене акса çитĕнтересси çине тимлĕ пăхать. Кăçал кунта тыр-пул ăнса пулнă, çитес çул валли те вăйлă тухăç никĕсне хывса хăварасшăн. 250 гектар йышăнакан пусăна çуркунне тислĕк кăларнă, хыççăн сухаланă. Кайран темиçе хут кăпкалатнă. Çапла вара лаптăка çу каçипех таса тытнă.
Тĕпрен илсен, кăçал ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, ку таранччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕçе районта япăх мар йĕркеленине палăртма кăмăллă. Ку ентĕ çĕрпе кирлĕ пек усă курма тăрăшни çинчен калакан тĕслĕх. Çапах та хăш-пĕр хуçалăхсем кĕр тыррисем акмалли лаптăксене хатĕрлес тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине те асăнмалла пулĕ. “Сура” хуçалăхра 40 гектар çеç сухаланă. “Авангард” хуçалăхăн 212 гектар çине акмалла. Çĕр хатĕрлеме вара августăн 6-мĕшĕнче кăна тытăннă.
Паянхи кун тĕлне 3814 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку çителĕксĕр темелле. Мĕншĕн тесен кăçал 5089 гектар кĕр тыррисем акса хăвармалла. Кĕрхи тырăсем валли çĕр маларах хатĕрлемелли çинчен пур çĕрте те шухăшламаллаччĕ ĕнтĕ.
Кая юлсан е уйĕ хăвăртах пушанмасть, е техника çĕмĕрĕлсе ларать тата ытти чăрмавсем сиксе тухас хăрушлăх пур. Çакăн пекки хăш-пĕр хуçалăхсенче çулран-çул пулса пыма пуçларĕ. Çавна пула кĕрхи тырă вăрлăхĕ кăпăшка тăпрана варăнса юлаймасть. Пытармалли çук, кĕр аки вăраха тăсăлса кайни те пулкалать. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче акса хăварнин усси çук. Çакна та асра тытмалла. Калча кĕркунне лайăх аталанса вăй илтĕр, имшер калча хĕллехи шартлама сивĕре шăнса пĕтме пултарать.
Юлашки çулсенче çĕр ĕçĕнче энерги перекетлемелли технологипе усă курасси çинчен нумай калаçаççĕ. Тÿрех каламалла, çак меслет районта анлăн сарăлман. Пĕлтĕр тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене çĕнĕ технологипе нумай акман. Çĕнĕ техника сахалли, кивви юрăхсăра тухса пыни ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме чăрмантарать. Машина-трактор паркĕ кивелсе пыни нумайăшне шухăшлаттарать. Çĕнĕ техника туянма укçа-тенкĕ çитменни ура хунине ăнланма пулать. Туянни те пĕтĕм ĕçе вăхăтра, лайăх пахалăхпа туса çитерме çителĕксĕр.
Паха вăрлăх – вăйлă тыр-пул никĕсĕ. Кĕр акинче 6630 центнер вăрлăх кирлĕ пулать. Ку таранччен 1863 центнерне тĕрĕслеттернĕ. 1635 центнерĕ акма юрăхлă. “Асамат” хуçалăхăн 228 центнер вăрлăх тасамарлăхпа кондицие лараймасть. “Путь Ильичара”, “Коминтернра”, “Свободăра” ял хуçалăх культурисен пысăк пайне ака стандартне çитернĕ. Ку аван ĕнтĕ.
Кĕр аки ирттермелли чи лайăх вăхăт – августăн 15-25-мĕшĕсем. Сентябрĕн 5-мĕшĕнчен кая юлса акнин усси вара пачах çук. Вăрлăха тăпрана минерал удобренийĕсемпе пĕрле варăнтарса хăварма тăрăшмалла. Çĕр хăйĕн пуянлăхне паратех. Техникăпа тухăçлă усă курсан, агротехника правилисене çирĕп пăхăнса ĕçлесен тыр-пул тухăçне ÿстерме, çапла вара район экономикине тĕреклетме май пулĕ.