09 августа 2008 г.
Паянхи саманара уйрăмах тин çеç пурнăç çулĕ çине тухакансене çирĕп вăй-халпа чăтăмлăх сахал мар кирлĕ. Вĕсене алла илме вара физкультурăпа спорт нумай пулăшаççĕ.
Хальхи вăхăтра спорта юратакансем районти 11 стадионпа 12 спорт залĕнче тата ытти нумай спорт площадкисемпе усă курса сывлăхĕсене çирĕплетме, спортри ăсталăхне ÿстерме пултараççĕ. Пĕр йăлана кĕрсен, çамрăкпа ĕç çынни, ачасем канмалли кунсенче пушă вăхăта спорт ăмăртăвĕсенче ирттереççĕ. Кăçалхи çур çул хушшинче кăна спортăн тĕрлĕ енĕпе 60 яхăн ăмăрту ирттернĕ, вĕсене 3000 ытла çын хутшăнса вăй-халне, сывлăхне çирĕплетнĕ. Шкул ачисем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртусем çивĕч иртрĕç. Кунта малти вырăнсене Çĕн Атикасси, Хĕрлĕ Чутай, Мăн Этмен, Атнар шкулĕсенчи спортсменсем çĕнсе илме пултарчĕç. Асăннă шкулсен ертÿçисемпе физкультура учителĕсем, ыттисемпе танлаштарсан, çитĕнекен ăрăва çамрăклах физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарассишĕн, ачасене ăмăртусене хутшăнма майсем туса парассишĕн ытларах тăрăшнине палăртмалла.
Спортра пĕрремĕш утăмсем тăвакан ачасемшĕн районта спорт шкулĕ пурри паха. Çак хушăра асăннă шкултан мĕн чухлĕ пултаруллă çамрăк вĕренсе тухман-ши; Вĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕпех паллă тĕнче класлă спорт мастерĕсем пулса тăнă. Акă, Туктамăш хĕрĕ, 10 километра хăвăрт утас енĕпе ăмăртса XXVI-мĕш çуллахи Олимп вăййисенче Е. Бронюкова-Грузинова лайăх кăтартупа палăрнă, Н.Шивиревапа (Мучикасси) Р.Ульянова (Тумликасси) спортсменсем Раççей чемпионатне хутшăнса темиçе хутчен те малти вырăнсене тивĕçнĕ.
Çавăн пекех пирĕн хушăра Раççей спорт мастерĕсем Н.Гусельщикова, А.Шереметьев, А.Ульянов (Хĕрлĕ Чутай), Р.Шивирева (Карăкçырми), А.Осипов (Туканаш), Ю.Майоров (Тралькасси) тата вуншар çамрăк Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн кандидачĕсем пуррипе мухтанатпăр.
Паянхи кун тĕлне те çамрăксен спорт шкулĕнче ăста та пуян опыт пухнă 14 тренер вĕрентсе пынипе çăмăл атлетсен, футболла, волейболла, шашка-шахматла вылякансен, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, кире пуканĕ йăтса ăмăртакансен, йĕлтĕрçĕсен уйрăмĕсенче 334 ача сывлăхне куллен çирĕплетсе спортри ăсталăхне туптать. Ачасем хушшинче спортра çитĕнÿ тăвакансем вара сахал мар. Çăмăл атлетика енĕпе чи пултаруллисенчен А.Патьянована, Л.Башкирована (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), А.Андреевана (Атнар), Çĕн Атикассинчи О.Иванована, А.Ионовпа Е.Сидорова асăнмалла. Ку шкулти П.Майоровпа Н.Семенов спортăн пур енĕпе те палăрма пултарчĕç. Çĕн Атикасси шкулĕн шахматисчĕсем тата Олегпа Константин Коршуновсем (Хĕрлĕ Чутай), Н.Рябиковапа В.Храмова (Шулю) республикăри шкул ачисем хушшинчи спартакиадăра малти вырăна çĕнсе илме пултарчĕç.
Спортра çитĕнÿ тăвакансем аслисем хушшинче те питĕ нумай. Вĕсем районта иртекен ăмăртусене харпăр хăйшĕн е ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ командисемпе пĕрле хутшăнаççĕ. Çакăнтах футболла выляма юратакансем пирки ырăпа асăнмалла. Спортăн ку енĕпе кăçал “Район чемпионĕ” ята Хĕрлĕ Чутайри çамрăксен пĕрлештернĕ “Спортинг” команди çĕнсе илме пултарчĕ. Вĕсем 7 çул хушши çак ята алран вĕçертмен “Тайфун” (Уйпуç) командăна çĕнтерме пултарчĕç. Палăртас килет, “Спортинг” ушкăнри çамрăксем пурте футболла выляс ăсталăха спорт шкулĕнче туптанă.
Волейболла выляссипе нумай чухне Хĕрлĕ Чутай, Мăн Этмен, Штанаш ял тăрăхĕсен спортсменĕсем тата “Фемида” (йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем) хастарлăх кăтартаççĕ.
Районти ĕç коллективĕсенче те физкультурăпа спорт хисепре. Тĕслĕхрен, пысăк ĕç çи хыççăн пĕр уяв та спорт ăмăртăвĕсемсĕр иртмест, ăна ырă йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. Малашне те çак йĕркене пăхăнса пурăнасчĕ.
Юлашкинчен, профессиллĕ уяв çитнĕ май, физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре нумай-нумай çул хушши тăрăшнă ветерансене, спорта чунтан кăмăллакансене Физкультурниксен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.
Мĕн ачаран – сывă пурнăç йĕркипе