09 августа 2008 г.
Район центрĕн урамĕсемпе машинăсем, ытти техника та унталла та кунталла пĕр вĕçĕмсĕр иртеççĕ. Вĕсем хушшинче саккун йĕркине пăсса “вăрттăн” çÿреме юратакансем те пур. Пĕрмаях шутланă пек пулмасть. Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем çул çинчи лару-тăрăва сăнаса тăраççĕ, йĕркене пăсса çула тухнисене тытса чараççĕ. Акă, çакăн пек тĕслĕх августăн 6-мĕшĕнче, кăнтăрла, “Сура” автоçул çинче пулчĕ. II Хурашаш çынни, Ю.А.Никитин, ВАЗ-2107 автомашинăпа, кăçал çуркунне çул-йĕр правилисене пăснăшăн 1,5 çуллăха водитель прависĕр хăварнăскер, “вăрттăн” район центрне вĕçтерсе килнĕ. Каялла таврăннă чухне ГИБДД сотрудникĕсем йĕркене пăсакана тытса чарнă. Анчах водитель инспекторсене пăхăнман, хăвăртлăха ÿстерсе тарма пикеннĕ. Патруль службин вара хыççăн хăваланă. Айăплă водителе “Победа” ЯХПК-ри машинăпа трактор паркĕнче тытса чарнă. Малалла вăл тарайман, асфальт сарнă çул вĕçленнĕ, автомашина ураписем пылчăк ăшне путнă. Çапах водитель инспекторсемпе калаçма килĕшмен, шалтан питĕрĕнсе ларнă. ГИБДД сотрудникĕсем Çĕмĕрлерен автоэвакуатор чĕнсе çăмăл автомашинăна, водителĕпе пĕрле, районти шалти ĕçсен пайне турттарса килнĕ. Юлашкинчен çул çинчи “паттăрăн” йĕрке хуралçисене парăнма тивнĕ.
Пурне те паллă, пĕрре водитель правинчен хăтарнă хыççăн тепре çул çинче патруль аллине лексен пуçран шăлмаççĕ. Айăплă водителе те административлă майпа арестленĕ.
Çул çÿрев саккунĕсем çирĕпленсе пыраççĕ, анчах водительсем çине-çинех йĕркене пăсаççĕ. Саккуна пăхăнса пурăнасчĕ.