13 августа 2008 г.
Иустиния Егоровна Михопарова Кÿпешри чи ватă çынсенчен пĕри шутланать. Халĕ вăл 93 çулта. Хура-шурне сахал мар курнă ĕнтĕ вăл хăй ĕмĕрĕнче. Ахаль те аслă ăру çыннисен ачалăхĕ, çамрăклăхĕ те телейлĕ пулнă тееймĕн. Йывăр саманара ÿссе çитĕннĕ-çке вĕсем. Халĕ ватă çын телее ачисенче курать.
Иустини аппа 10 ачана (6 хĕр те 4 ывăл) кун çути парнеленĕ. Паянхи куна 7-шĕ тĕрĕс-тĕкел пурăнаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ питĕ маттур ачасем пăхса ÿстернĕ, пĕри тепринчен хастар. Акă, нумай пулмасть пĕр тăвансем тăван ял уявне пуçтарăннă. Уява хатĕрленсе кил умĕнче ĕлĕкхи йăла-йĕркесене сăнлакан вырăн хатĕрленĕ. Хăйсем те уява чаплă, асра юлмалла паллă тăвас тесе чăваш тумĕсемпе тухнă. Чăваш тумне çие хурсан вара юрламалла, ташламалла. Иустини аппан хĕрĕсене вара Турри ку енĕпе талантне панă.