13 августа 2008 г.
Çу кунĕсем – хĕле хатĕрленмелли чи лайăх вăхăт. Паян çурт-йĕре юсаса йĕркене кĕртсен ыран ăшăра рехетленсе пурăнма пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлет районти коммуналлă хуçалăх предприятийĕ. Специалистсемпе рабочисем ĕçре хастарлăх кăтартнине палăртма кăмăллă. Вĕсем коллективра пĕрремĕш çул мар, ĕç опычĕ кашнийĕнех çите¬лĕклĕ. Предприяти дирекцийĕ вара саппас пайсемпе, çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме тăрăшать.
– Пире тăватă котельнăй çирĕплетсе панă, – терĕ ММППЖКХ директорĕ Петр Столяров. – Паянхи кун тĕлне иккĕшĕ хутса ăшăтмалли сезона хатĕр. Нумай хваттерлĕ 36 çуртăн ăшă системине çуса тасатнă тата сывлăш вăйĕпе вĕртерсе пусăрăнтарнă. Çавăн пекех 100 погонлă метр шыв пăрăхне, 120 погонлă метр канализаци пăрăхне тĕрĕслесе тухнă. Ултă çурт тăррине юсаса çĕнетнĕ. Халĕ вĕсенче пурăнакансене тăтăшах çумăр çуса тăни шиклентермĕ.
Çурт-йĕр хатĕррине пĕлтерекен 12 паспорт хатĕрленĕ. Çак тапхăрта вентиляцин 26 пăрăхне юсанă. Вак-тĕвек ĕçсене те сахал мар тунă. Рабочисем кăçал территорине тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕçсене пурнăçланине те палăртмасăр иртме çук. Вĕсем Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ урамне, Çĕнтерÿ лапамне таса тытассишĕн тăрăшаççĕ. Кунти йывăç-курăк илемĕшĕн, фонтан ĕçĕшĕн те вĕсем яваплă. Çуртсем хушшинчи пушă вырăнсенче çитĕнекен курăка çулса пухас ĕçе активлă хутшăннă.
– Пирĕн тĕп тĕллев – çуртсене ăшăпа тата шывпа тивĕçтерсе тăрасси, – теççĕ коммуналлă предприяти ĕçченĕсем. – Çакна шута илсе пĕрремĕш котельнăйне шыв ăшăтмалли ЧАНС-1 котелсене юсама материалсемпе оборудовани кÿрсе килчĕç. Котелсен вĕри пăрăхĕсене, пăрăх хăмине улăштармалла.
Тĕрĕссипе, котелсене йĕркене кĕртес ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Акă, тăваттăмĕшĕн режимпа накладка ĕçĕсене туса ирттернĕ. КИПиА приборĕсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Электрооборудовани изоляцийĕн сопротивлени виçине, заземлени контурне тĕрĕслесе тухнă. Вентиляципе тĕтĕм пăрăхĕсем ĕçе юрăхлине палăртнă. РТ-100 йышши газ счетчикне электронлă корректорпа улăштарнă. Хальхи вăхăтра котелсем çинчи арматурăна тĕрĕслесе улăштарас ĕç пырать. Пĕтĕмĕшле илсен, юсав ĕçĕсене вĕçлесен котелсем ĕçе юрăхлине палăртса паспортсем хатĕрлеççĕ.
Иккĕмĕш котельнăя кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр валли хатĕрлесе çитернĕ теме юрать. Кунта урайне юсамалли кăна юлнă.
Виççĕмĕш котельнăйĕнчи ЧОВ-100 йышши шыв ăшăтмалли котела улăштарнă. Электрооборудованипе тĕрĕслев тата виçев приборĕсене пăхса тухнă, вĕсем ĕçе юрăхлине палăртнă.
ММППЖКХ территорийĕнчи котельнăй маларах çĕр кăмрăкĕпе ĕçленĕ. Халĕ унта çут çанталăк газĕпе усă курмалла пулать. “Хопер-50” газ котелĕ вырнаçтарнă, ăшă трассине улăштарнă. Сăмах май, Хĕрлĕ Чутайри Çĕнĕ, Гагарин, Завод урамĕсенчи пăрăхсене хутса ăшăтмалли тапхăр çитиччен йĕркене кĕртсе çитересшĕн.
Коммуналлă хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем халăхшăн тăрăшни савăнтарать. Паллах, вĕсен ĕçĕнче çитменлĕхсем те çук мар. Çапах та коллектив хăй умне лартнă задачăсене ăнăçлă татса парассишĕн вăй-хала шеллеменнине палăртса хăвармаллах. Вĕсем сивĕ хĕл хăрушлăх кăларса ан тăраттăр тесе ĕçлеççĕ.