АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăсни хакла ларать

13 августа 2008 г.

Кăçал прокуратура ĕçченĕсем йĕрке хуралĕн тата тĕрĕслев органĕсемпе пĕрле экологие пăснине тупса палăртмалли мероприятисен планне хатĕрленĕ. Çак планпа килĕшÿллĕн Сăр юхан шывĕ çинче сунар йĕркине пăснине тупса палăртас тĕллевпе рейдсем ирттернĕ, специалистсем шыв пахалăхне, çÿп-çап тăкмалли вырăнсене тата ыттине те тĕрĕсленĕ.

Кăçалхи çур çулта прокуратура çут çанталăка сыхлас ĕçре йĕркене пăснă 54 тĕслĕх тупса палăртнă, 6 уголовнăй ĕç пуçарнă, 9 çынна административлă майпа явап тыттарнă.

Калас пулать, экологие тата çут çанталăка сиен кÿнĕшĕн саккун çирĕп ыйтать. Тĕслĕхрен, 1 йывăçа лесничествăран 1 пин тенкĕ тÿлесе илмелле пулсан, саккуна пăсса каснă пĕр йывăçшăн 100 пин тенкĕ тÿлеме тивет. Саккуна пăсса тытнă пулăшăн (çав шутра тетелпе тытни те) паракан штраф сумми те ÿснĕ – РФ Уголовнăй Кодексĕн 25 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн вăл 100 пинпе танлашать. Çавăнпа та алла пăчкă-пуртă тавраш илсе вăрмана сăтăр тума кайиччен е саккуна пăсса пулă тытма тухиччен çакă сире мĕн хака ларма пултарнине шутласа пăхасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика