АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Криков: «Вăхăт вĕçлениччен ĕçлĕп»

16 августа 2008 г.

Августăн 13-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне район пуçлăхĕ А.И.Криков, Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн представителĕ Л.А.Читнаев, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.В.Малов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем, райадминистрацин пай начальникĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркипе килĕшÿллĕн депутатсем 11 ыйту пăхса тухрĕç.

Малтанах райадминистрацин экономикăпа пурлăх пайĕн начальникĕ Г.И.Ярлов районти кăçалхи çур çулхи районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Георгий Иванович пухăннисене республикăра пирĕн район экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе 14-мĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕ. (Пĕлтĕр 17-мĕш вырăнта пулнă). Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 6 уйăх хушшинче предприятисем хăйсен ĕç-хĕлне ÿстерсе пынине палăртрĕ. “Четайское” ТЯО – 9818,3 пин тенкĕлĕх (128,3:), “Швейная фабрика” ТЯО – 1806,0 пин тенкĕлĕх (125,6:), “Быт” муниципаллă предприяти – 665,4 пин тенкĕлĕх (115,1:), “Сельэнерго” ТЯО – 1560,1 пин тенкĕлĕх (119:), “БТИ” муниципаллă унитарлă предприяти – 1193 пин тенкĕлĕх (169:), коммуналлă хуçалăх – 7123 пин тенкĕлĕх (133:), “Жилсервис” ТЯО – 883,1 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Çавăн пекех 6 уйăх хушшинче “Гидравлика” УАО 214,5: таран тавар çаврăнăшне ÿстернĕ, райпо – 130,4: , аптека 121,2: , “Янтарь” ТЯО туса кăларакан продуктсем çинче штрих-код паллисем пур. Кăçал çур аки те япăх мар иртрĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăх культурисене 13123 гектар акса туса илнĕ пулсан, кăçал унăн виçи 17 процент таран ÿснĕ. Анчах та ял хуçалăх предприятийĕсенче аш-какай туса илесси, сĕт сăвăмĕ, мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ чакни палăрать. Уйрăм ял хуçалăх производство кооперативĕсене илес пулсан, ку енĕпе “Нива”, “Коминтерн”, “Свобода”, В.Никитинăн фермер хуçалăхĕ лайăх ĕçленине каларĕ. Районта январь-июнь уйăхĕсенче ĕç шалăвĕ вăтамран 6691,5 тенкĕ пулнă (республикăра 10897 тенкĕ), пĕлтĕрхинчен 143 процент ÿсни палăрать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара 2008 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче 3569 тенкĕ пулнă, 2007 çулхисенчен ку вăхăтрипе танлаштарсан 156 процент ÿснĕ.

Шкула çÿрекен ачасен шучĕ чакса пынă май 2008-2009 вĕренÿ çулĕ тĕлне Мишеркасси шкулĕ вăтам шкул вырăнне тĕп шкул пулса юлчĕ, Тралькассинчи тĕп шкул – пуçламăш шкул-ача сачĕ, Хурашашри пуçламăш шкул-ача сачĕ – шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне йĕркеленсе Çĕн Атикасси шкул çумне пĕрлешрĕ.

Районти ача-пăча сачĕсене 640 ача (63:) çÿрет. 6 уйăх хушшинче 96 ача çуралнă, вилекенсен шучĕ 244 çынна çитнĕ. Çавăн пекех Г.И.Ярлов 52 çемье çавăрнине, 19 çемье арканнине палăртрĕ.

Депутатсенчен ку ыйту тавра ытларах А.Ю.Степанов пăшăрханса калаçрĕ. Ăна уйрăмах Ишеккасси ялĕ шывсăр ларни хумхантарать. Калас пулать, çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, Ишеккасси çыннисем шывпа тивĕçлĕн усă курĕç.

Район бюджечĕ 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулта епле пурнăçланни çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ О.В.Музякова паллаштарчĕ. Палăртмалла, район бюджечĕн çулталăкри планĕ 48,37 процент пурнăçланнă. Çавăн пекех Ольга Викторовна “2008 çул валли Хĕрлĕ Чутай бюджечĕ çинчен” депутатсен йышăнăвне улшăнусем кĕртмелли çинчен каларĕ, налук ыйтăвĕсене хускатрĕ.

Кун йĕркинче тăваттăмĕш ыйтупа “2006-2010 çулсенчи районти çамрăксем” программăна епле пурнăçласа пыни пирки район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева каласа пачĕ.

Унтан депутатсем “2008-2010 çулсенчи районти пушар хăрушсăрлăхĕ” программăна йышăнчĕç.

Малалла депутатсем Атнар лесничестви патне 0,480 километр тăсăлакан çула, II Липовка ялне кĕрекен (0,370 километр) тата Хирлÿкассинчи (0,470 километр) çулсене муниципаллă харпăрлăха илчĕç.

Депутатсем çиччĕмĕш ыйтупа килĕшÿллĕн районăн 2012 çулчченхи ял хуçалăх аталанăвĕн программине улшăнусем кĕртрĕç.

Унтан депутатсем халиччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртнĕшĕн район бюджетĕнчен пулăшас тĕллевпе программа йышăнчĕç.

Малалла депутатсемпе пухăннисене В.И.Мурайкин депутат тивĕçĕсене епле пурнăçласа пыни пирки отчет туса пачĕ.

4-мĕш суйлав округĕн депутачĕ Г.И.Ярлов муниципаллă вырăнта ĕçленĕ пирки депутат полномочийĕсенчен хăтарма ыйтса çырнине пăхса тухрĕç.

Кун йĕркинчи юлашки ыйтупа район пуçлăхĕ А.И.Криков сăмах илчĕ. Депутатсемпе пухăннисене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем район пуçлăхĕ пирки Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров патне çырса яни çинчен пĕлтерчĕ, унпа тĕплĕн паллаштарчĕ.

Çырура вара районти тĕп врач, вĕрентÿ пайĕ, райадминистрацинче тăрăшакансем çителĕксĕр ĕçленине палăртнă. Чылай вăхăт депутатсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тавлашрĕç, “каялла пăхса” малалла аталану çулĕпе утма майсем шырарĕç (тĕплĕнрех район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе хаçатăн 2-мĕш страницинче паллашма пултаратăр).

Юлашкинчен пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕ Александр Иванович Криков саккунпа килĕшÿллĕн срок вĕçлениччен – 2010 çулччен ĕçлессине пĕлтерчĕ. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, таса чунпа пурнăçлассине, унран пăхăнса тăракансенчен малашне уйрăмах çирĕп ыйтма шантарчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика