АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пул кĕлете кĕрет

16 августа 2008 г.

«Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕн уйĕсем кăçал вăйлă тыр-пулпа савăнтараççĕ. Кĕрхи культурăсен хăмăлĕ вăрăм, пучахĕсем шултра, пĕрчисем тутă. Ял хуçалăх специалисчĕ Алексей Шипеев ертсе пынипе хресченсем çур аки ĕçĕсене хăвăрт, лайăх пахалăхпа вĕçлени асрах-ха. Вăрлăха тăпрана минерал удобренийĕпе пĕрле варăнтарса хăварнин усси уйрăмах пысăк пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ калча пахалăхне тĕрĕсленĕ районти комисси унăн ĕçне палăртса ăна ял хуçалăх предприятийĕсенчи тĕп специалистсен ăмăртăвĕнче тырă лайăх пахалăхпа акса плана тултарнăшăн çĕнтерÿçĕ ятне панăччĕ.

Халĕ, акă, уй-хирте моторсен шавĕ тăрать. Пилĕк комбайн тырра тÿрремĕнех вырса çапать. Хуçалăх дирекцийĕ чи малтанхи каçалăка уçма Юрий Яковлевпа Геннадий Михеев механизаторсене шаннă. Çакна шута илнĕ – иккĕшĕ те техникăна аван пĕлеççĕ, ĕçре хастар. Тралькассисем кăçал 650 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Паянхи кун тĕлне 300 гектара яхăн пухса кĕртнĕ.

– Çĕнĕ тырă йышăнма тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр, – терĕ кооператив ертÿçи Владимир Мурайкин. – Йĕтем çине асфальт сарса хытарнă. Унта тырра тасатмалли, вăрлăх хатĕрлемелли техника çителĕклĕ. Çак хĕрÿ тапхăрта çынсем вăхăта хаклани савăнтарать. Ку таранччен йĕтем çине 600 тонна ытла тырă илсе пытăмăр. Ăна сортласа кĕлете кĕртес ĕç анлă сарăлса кайрĕ.

Тыр-пул тухăçĕ япăх мар. Кашни гектартан 25 центнер ытла тухать вăл. Московская-39, Безенчукская -380 кĕрхи тулă, Безенчукская -87 ыраш уйрăмах ăнса пулать. Комбайнсем вырнă тырра виçĕ автомашинăпа йĕтем çине турттарса тăраççĕ. Василий Илларионов, Вячеслав Скворцов тата Александр Митрафанов водительсем хăйсене шанса панă икĕ самосвалпа, тепĕр КАМАЗпа туллин усă кураççĕ. Вĕсен айăпне пула пĕр-пĕр агрегат чарăнса тăни пулман.

– Хирти тырă кĕлетри мар, – теççĕ шоферсем. – Халăх пурлăхне тăккаламасăр пухса кĕртесси – пирĕн тивĕç. Умри тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пыма тăрăшатпăр.

Кăçал çурхи культурăсем те пиçсе çитес енĕпе кĕрхисенчен юлмаççĕ. Çакна шута илнĕ, икĕ комбайнпа пăрçа уйне, тепĕр иккĕшне сĕлĕ пуссине кĕртсе янă. Çухату ан пултăр, тенĕ. Хуçалăх вырмана тухиччен «Енисей» комбайн илсе килнĕ. Ăна лизингпа туяннă. Техникăна Валерий Апалеева шанса панă.

– Кăçал мĕн пур ĕç пĕр вăхăта килчĕ, – терĕ малалла Владимир Иванович. – Тырă вырнипе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлемелле. Утă тата силос хывас ĕç малалла пырать. Ку кăна-и; Кĕр тыррисем акма 250 гектар ытла çĕр хатĕрлерĕмĕр. Çак шутран 194 гектарĕ ку таранччен усă курманни. Ăна çу каçипе темиçе хут та кăпкалатрăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен, паян-ыран пĕр анине тухасшăн.

Хуçалăхра вырма ĕçĕсене аван йĕркелени ÿсĕм тума май парать. Механизаторсем ĕç условийĕсемпе кăмăллă. Вĕсене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Уй-хирте çитĕнтернĕ тыр-пула тăккаламасăр пухса кĕртесси – ял ĕçченĕсен паянхи тĕллевĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика