АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă сăнар

16 августа 2008 г.

Дмитрий Родионович Волков тесенех ман куç умне вăтам пÿллĕ, янăравлă саслă çын тухса тăрать. Васкамасăр, шухăшласа калаçатчĕ, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Шÿтлесе илме те ăстаччĕ. Вăл “Коминтерн” колхоза ертсе пынă çулсенче Атнарта мана нумай-нумай хутчен пулма тÿр килнĕ. Ĕç пÿлĕмĕнчи тăватă кĕтес тăвăрччĕ уншăн. Хуçалăх председателĕ куллен фермăсене, машина-трактор паркĕсене çитетчĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе, механизаторсемпе, колхозниксемпе курса калаçатчĕ. Ăçта мĕнлерех лару-тăру пулнине питĕ аван пĕлсе тăратчĕ. Тĕрлĕ ыйтупа Шупашкара, Чул хула облаçне, республикăри ытти районсене сахал тухса çÿренĕ-и тата;

... Дмитрий 1927 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Атнарта çуралса ÿснĕ. Ялти шкулта вĕреннĕ. Çамрăклăхĕ унăн Аслă Отечественнăй вăрçă кĕрленĕ вăхăтпа пĕр килнĕ. Çул çитсен салтак атти тăхăннă. 1944 çулта тăван ялтан тухса кайнă май унăн вăрçă вут-çулăмне кĕме те тÿр килнĕ. Ăна чылай медальсемпе, III степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăланă. Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă Д.Волков. Атнар каччи Совет Çарĕнчен 1951 çулта çеç таврăннă. Ултă çул ытла салтак пăтти çисе пурăннă.

Демобилизаци йĕркипе çар ретĕнчен таврăнсан Дмитрий Родионович районти тĕрлĕ предприяти бухгалтерĕнче, тĕп бухгалтерĕнче тăрăшнă. Ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă, халăхпа çывăх пулнă. Пĕлÿшĕн хыпса çунакан, малашлăха пăхакан çынна ун чухнехи район ертÿçисем асăрханă. Ăна 1964 çулта Чăваш ял хуçалăх институчĕ çумĕнчи колхозсемпе совхозсен ертÿçисене хатĕрлекен курса вĕренме янă. Унтан таврăнсан Д.Волкова “Коминтерн” колхоз председателĕн çумĕн тилхепине тыттарнă. Пилĕк çул тăрăшнă çак ĕçре. Хуçалăхĕ пысăк, ĕçĕ-хĕлĕ нумай пулнă. Ĕçе тухакан халăх та йышлă. Çынсене пĕр чăмăра пĕрлештермеллине, вĕсене умра тăракан тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарса пымаллине лайăх ăнланнă вăл. Вĕрентекенĕ те паллă ертÿçĕ, колхоз юхăмĕн ветеранĕ В.Леонтьев пулнă-çке. Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕскер, Сăр тăрăхне вырнаçнă Хĕрлĕ Чутай районĕн ырлăх-пурлăхне хушса пырассишĕн вăй-хала шеллемен. Малтанах вăрман урлăри “Марксист” колхоза ура çине тăратнă, халĕ, акă, Атнарта.

Валерьян Михайлович кунтан куçса кайсан хресченсем колхоза ертсе пыма Дмитрий Родионовича шанаççĕ. 1969 çулта пулчĕ ку. “Манăн çутă тĕллев, – тетчĕ вăл, – хуçалăх экономикине тĕреклетесси. Уй-хирте лаша пĕкки çÿллĕш тыр-пул çитĕнтĕр, фермăсенчи ĕнесем куллен пĕрер пăт ытла сĕт паччăр. Çаксем колхоз кассине укçа-тенкĕпе пуянлатмалли çăл куçсем”. Хуçалăх лавне вун икĕ çул туртса пырса Д.Волков умри задачăсене пĕтĕмпех татса панă теме юрать. Акă, тыр-пул тухăçĕ гектар пуçне 30 центнера çитрĕ. Сĕт нумай антаракан хура ула ăратлă ĕнесем туянчĕç. Машина-техника паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланчĕ. Атнар тăрăхĕнче мĕн чухлĕ çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленчĕ тата!

Тăрăшнă, ÿркенмен председатель. Çĕр çывăрман каçсем те пайтах пулни çинчен каласа паратчĕ. Çапах пĕр путишле мыскара аса килет. “Путь Ильича” хуçалăхăн Сăр хĕрринчи ĕнесен çуллахи лагерьне выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, зоотехниксем, ветеринари ĕçченĕсем пухăнчĕç. Колхозсен ертÿçисем те кунтах. Автолавкка килсе çитрĕ те, пурте чей, пылак шыв ĕçме, кукăль-бутерброд çиме пикенчĕç. “Ха, “Коминтерн” колхоз сĕт нумай хатĕрленĕ, теççĕ, – шăл йĕрет “Путь Ильича” председателĕ П.Васюков – Волков ĕнесене çеç мар, сыснасене те талăкра виçĕ хут сăвать те... Ĕненместĕр-и; Район хаçачĕн паянхи номерĕнче çапла çырнă”. Пухăннисем ахăлтатаççĕ. Типографипе редакцин хăш-пĕр çыннисен айăпĕпе кайнă йăнăшпа усă курса йĕкĕлтетекенсем те тупăнчĕç авă. Мĕн тăвăн, пурнăç...

Сăмах май, Д.Волков 1982-1985 çулсенче “Сура” совхоз директорĕнче ĕçлерĕ. Унăн кун-çулĕ 1996 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче татăлнă.

Дмитрий Родионовича производствăра ÿсĕмсем тунăшăн “Хисеп палли”, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă. Чăн та вăл коллективлă хуçалăха ÿсĕмсен çулĕ çине кăларассишĕн вăй-халне, пĕлĕвне шеллемен. Хăй пурăнакан çĕр ăшне тарăн тымар янă: пÿрт-çурт çавăрнă, сад пахчи лартса чĕртнĕ, ача-пăча çитĕнтерсе çын тунă. Халĕ унăн сулмаклă та пархатарлă ĕçне çамрăкраххисем малалла тăсаççĕ. Пурăннă пулсан Д.Волков çак кунсенче 81 çул тултарнине паллă тăватчĕ. Унăн хастар ĕçĕ, çутă сăнарĕ Атнар çыннисен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика