16 августа 2008 г.
Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕн ырă ĕçĕсене асăнса та çитереймĕн. Тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе уйрăмах пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ кунта. Йывăç-тĕм лартса чĕртесси, урамсене тасатса тăрасси, çынсене культурăллă пурăнма хăнăхтарасси йăлана çирĕп кĕнĕ.
Нумай çĕрте çул хĕррисемпе хыт-хура, ытти курăк ашкăрса ÿснине курма пулать. Атнар тăрăхĕнче çакăн пек çитменлĕхе тахçанах пĕтернĕ. Авточарăнусенче тĕрлĕ çÿп-çап пăрахмалли урнăсем вырнаçтарнă. Культура çурчĕ умĕнче чечек клумби ешерет, масарсем çинче туалетсем туса лартнă тата ытти те.
Нумай пулмасть ял тăрăхĕ мотокосилка туяннă. Унпа ĕçлеме меллĕ, вăл пысăк лаптăкри курăка та, çаврăнкалама кансĕр пĕчĕк вырăнсене те хăвăрт çулать. Çавапа сулăннипе танлаштарсан ĕç тирпейлĕрех пулса пырать.