16 августа 2008 г.
Кашни çулах уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан Чăваш Республикинчи Федераллă службăн Управленийĕ ЧР Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле республикăри районсенче «Условник» профилактикăлла мероприяти ирттереççĕ.
Кăçал асăннă операцин пĕрремĕшпе иккĕмĕш тапхăрĕсем февраль тата май уйăхĕсенче иртрĕç. Çав тапхăрсенче Хĕрлĕ Чутайри уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекци ĕçченĕсем шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пурĕ 3 рейд ирттернĕ, судпа айăпланнисем йĕркене пăснă 2 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсем 18 çула çитмен çамрăксем пулнине асăнмалла.
Август уйăхĕнче иртекен «Условник» профилактикăлла операци çул çитменнисене тÿрленÿ çулĕ çине тăма пулăшас, преступлени тăвассинчен хăтарас тĕллевсемпе иртет. Çак хушăра эпир, инспекци ĕçченĕсем, судпа айăпланнă çул çитмен çамрăксем саккуна пăсмасăр пурăннине, обществăлла вырăнта хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕс¬летпĕр, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма, йăнăша ăнланса илме пулăшатпăр. Енчен те судпа айăпланнисем саккун ыйтнинчен пăрăнсан, татах та йĕркене пăхăнмасан, вĕсем пирки çирĕп мерăсем йышăнатпăр.