АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç ырă ятпа палăрса юлать

20 августа 2008 г.

Ырă ĕç ырă ятпа палăрса юлать

Çын сывлăхĕ чи хакли, тетпĕр. Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Анчах выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешесси те кирлĕ ĕç. Çакна ачаллах туйса илнĕ Игнатий Тимофеевич Инедеркин. Вăл, 1928 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче Шулюра çуралнăскер, мĕн çамрăкран хресчен ĕçне хăнăхса-пĕлсе ÿснĕ. Ача çулĕсенче ĕне кĕтĕвĕ кĕтнĕ, сурăхсем пăхнă. Выльăх чирлес-мĕн пулсан ăна сыватма тăрăшнă. Анчах пĕлĕвĕ çителĕксĕр пулнă. 1945 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл тÿрех Вăрнарти зооветтехникума вĕренме кайса кĕнĕ. Ветеринари фельдшерĕн дипломне илсен тинех хăй ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртнине туйса илнĕ. Хастар çамрăк Хĕрлĕ Чутайри ветлечебницăра выльăхсен сарăлакан чирĕсене хирĕç кĕрешекен фельдшерĕнче ĕçлеме пуçланă.

И.Инедеркина 1949 çулта Совет Çар ретне илнĕ. Салтак ăсталăхне тăватă çул хушши ÿстернĕ. Çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ ятне тивĕçнĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса вăй-хала çирĕплетнĕ. Хĕсмет ретĕнчен таврăнсан вăл нумай шутласа тăман, Хусанти ветеринари институтне çул тытнă. Пилĕк çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Шулю каччи 1958 çулта аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă. Ăна Патăрьелĕнчи 5-мĕш ял хуçалăх шкулне ĕçлеме янă. Кунта вăл ветеринари дисциплинисен преподователĕ тата вĕрентÿ пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне наука никĕсĕ çине тайăнса пурнăçласа пынă. Çамрăксене çирĕп те тарăн пĕлÿ парса ял хуçалăхĕ валли ăста специалистсем хатĕрлесси унăн тĕллевĕ пулнă.

Ырă ĕç ырă ятпа палăрса юлать. Игнатий Тимофеевичпа та çаплах пулнă. Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви ăна Хĕрлĕ Чутай районĕн ветеринари тĕп врачĕ тата ветстанци начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Ку ĕçре вăл нумай çул тăрăшрĕ. Яваплăхĕ пысăкчĕ унăн – районти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышлă усратчĕç. Килти хушма хуçалăхсенче те выльăх чылайччĕ. Ялсенчи ветеринарсен ĕçне йĕркелесе-ертсе пыратчĕ Игнатий Тимофеевич. Участоксенчи ветеринари пункчĕсене тĕрлĕ эмелсемпе, кирлĕ оборудованипе тивĕçтерессишĕн хыпса çунатчĕ. Вăл çитмен ял, хуçалăх пулман. Ĕне е ытти выльăх йывăр чирлесен хăй çула тухатчĕ. Сивĕ хĕл кунĕнче лаша кÿлсе Пчелкăна, Вишенере е Дубовкăна çитни пĕрре кăна пулман унăн. Фермăсенчен те татăлма пĕлмен вăл. Вырăнти зооветспециалистсене яланах пулăшу пама тăрăшнă.

Игнатий Тимофеевич пĕр хушă ял хуçалăх управленине те ертсе пычĕ. Çак ĕçре унăн яваплăхĕ тата ÿсрĕ. Халĕ ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕшĕн кăна мар, çĕр ĕç культурине ÿстерсе вăйлă тыр-пул туса илессишĕн те куллен тимлемелле. Хастар тата пуçаруллă çын çакăн пек пысăк должноçра та хăйне мăнна хумастчĕ. Кирек кама та ăшшăн йышăнатчĕ, кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшатчĕ. Хаçат ĕçĕпе ун патĕнче манăн выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцире те, райĕçтăвкомра та нумай хутчен пулма тÿр килнĕ. Яланах мĕн пĕлменнине ăнлантаратчĕ, тĕрĕс те кирлĕ фактсемпе тивĕçтеретчĕ. Çакă та асрах-ха. Вăл хаçатăн штатра тăман активлă корреспонденчĕ пулнă май редакцие нумай материалсем çыратчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан хаçатпа уйрăмах çывăхланчĕ. Районта ветеринари юхăмĕ еплерех сарăлса пыни çинчен нумай материалсем çырчĕ. Ку вăхăтра вăл ветстанци начальникĕн çумĕнче ĕçлетчĕ.

Игнатий Тимофеевич ăста тухтăр кăна мар, хуçалăха тытса пыма та аван пĕлетчĕ. Çурт-йĕре çулленех юсаттарса тăратчĕ. Ветстанци хыçĕнчи пушă вырăнта вара сад лартса чĕртрĕ. Халĕ унта мĕн чухлĕ улмуççи хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарать.

И.Т.Инедеркина ял хуçалăхĕнче паллă çитĕнÿсем тунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» ятне панă. 1976 çулта вара вăл «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ята илме тивĕç пулчĕ. Унăн наградăсем те чылай. «Ĕç ветеранĕ» медаль, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕ парса чыс тунă ăна. Вăл мĕн çĕре кĕричченех районти ĕç ветеранĕсен Канашĕн президиумĕн членĕ пулнă. Кĕскен каласан, общество ĕçне яланах активлă хутшăннă, кирек ăçта ĕçлесен те пуçарулăх кăтартнă. Игнатий Тимофеевич пурăннă пулсан кăçалхи июль уйăхĕнче 80 çул тултаратчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика