АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлĕ ял уявĕ, юрăпа чуна лăпкарĕ

20 августа 2008 г.

Асра юлĕ ял уявĕ, юрăпа чуна лăпкарĕ

Августăн 16-мĕшĕнче Ишеккассипе Тумликассинче пурăнакансем пĕрле уяв тума, йышпа савăнма юратнине кăтартса ял уявне ирттерчĕç.

Уява саламлă сăмах каласа Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К. Романов уçрĕ. Çавăн пекех ял çыннисене район пуçлăхĕ А.И.Криков, ЧР Президент Администрацийĕн представителĕ, Ишеккасси ялĕн хисеплĕ гражданинĕ В.Г.Орлов, райпо председателĕ А.Ю.Степанов саламларĕç.

Юлашки вăхăтра ял сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнса пырать:çĕнĕ те капăр çуртсем çĕкленеççĕ, çулсем хута каяççĕ, кашни килте тенĕ пекех кăвак çулăм çунать. Çыннисем те маттур икĕ ялăн. Уявра ялти 24 ăста парнесемпе хисеп грамотисене тивĕçрĕ: О.С. Лягинапа Е.В. Ульянова ал ĕç ăстисем, И.П. Мерескин столяр, Г.Н.Карпов кăмакаçă, С.Н.Тимофеев сварщик, Г.Г.Семенов пулăçă, М.П.Еремин катка-пичке ăсти тата ыттисем те. С.П.Перевалкина, Л.И.Никитина, В.П.Микишин, В.Д.Кудюков хуçалăхĕсем чи лайăххисем пулнине палăртрĕç. Çавăн пекех уявра ялти чи ватă çын, çак кунсенче 100 çул тултаракан Н.Н.Удикова, хăйсен ылтăн туйне паллă тăвакан Клавдия Андреевнапа Василий Дмитриевич Никитинсем парнеллĕ пулчĕç. Ял пуласлăхĕ те – пĕчĕк ачасем – тимлĕхсĕр юлмарĕç. Сăмах май, кăçал халлĕхе ялта 4 ача çуралнă. Нумай ачаллă çемьесем те пур ялта – Волковсемпе Юткинсен тватшар ача. Ялăн хисеплĕ гражданинĕ А.Ю.Степанов вĕсене тата райпо ветеранĕсене парнесемпе чысларĕ.

Уявăн савăнăçлă программине И.Шинжаев ертсе пыракан коллектив пуянлатрĕ. Вырăс тата чăваш юррисем илемлĕн янăрарĕç, уява пухăннисен кăмăлне çĕклерĕç.

Ташă-юрăпа пĕрлех тĕрлĕ спорт вăййисем те иртрĕç. Ал ĕç ăстисен куравĕ те пулчĕ уявра. «Чи лайăх купăсçă», «Чи лайăх юрлакан», «Чи лайăх ташлакан» конкурссене те ял çыннисем кăмăлпах хутшăнчĕç, Ишеккассипе Тумликасси ялĕсем талантсемпе пуяннине кăтартрĕç.

Уява хатĕрлесе ирттерекенсем пурте тав сăмахне тивĕçлĕ, уйрăмах Л.Миронова библиотекарь кашни çулах ял уявĕ савăнăçлă ирттĕр тесе чунтан тăрăшнине палăртмалла.

Шел те, хăш-пĕр çитменлĕхсем те сисĕнчĕç кăçалхи уявра. Акă, ялти шкул ачисем, концерт хатĕрленĕ, ятарласа тумланса пынă пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула хăйсем ташша-юрра маттур пулнине кăтартаймарĕç. Ишеккасси ялĕнчи колонкăсенчен паянхи кун та шыв юхманни, юсав ĕçĕсене уяв тĕлне вĕçлеменни те ял çыннисене пăшăрхантарать.

Мĕнех, малалла çитменлĕхсене пĕтерсе пыма, тăван ял ятне-сумне çĕклессишĕн вăй хума сунас килет икĕ ялăн ĕçлеме те, савăнма та пултаракан çыннисене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика