20 августа 2008 г.
Районти прокуратура йăла каяшĕсене турттарса тухнине, ялсенчи санитари лару-тăрăвĕ еплерех пулнине, çапла вара çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе кăларнă саккунсем мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕсленĕ. Çакна палăртнă: ММППЖКХ тата ял тăрăхĕ Хĕрлĕ Чутай салине тирпей-илем кĕртес, санитарипе эпидемиологи шайне кирлĕ пек тытса пырас тĕлĕшпе хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласа пымаççĕ. Акă, коммуналлă хуçалăх предприятийĕн территорие йăла каяшĕсенчен вăхăтра тасатмалла, çÿп-çапа графикпа килĕшÿллĕн турттарса тухмалла. Шел пулин те, çак ĕçе хăй еккипе янă.
Хĕрлĕ Чутайри Завод урамĕнчи 59, 65 çуртсем çывăхĕнчи каяшсене куллен турттарса тухассине йĕркелемен. Çавна май контейнерсем тулса кайнă, территоринчи тĕрлĕ çÿп-çап йăваланса выртать. “Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу. Пĕтĕмĕшле техника условийĕсем” патшалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕн сывлăш температури 14 градусран пысăкрах пулсан хытă йăла каяшĕсене кашни кун илсе тухмалла. Çÿлерех асăннă вырăнта вара санитари лару-тăрăвĕ пурнăç ыйтнине тивĕçтереймест.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх ММППЖКХ директорĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхне çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă.