АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмапа пĕрлех çĕр хатĕрлемелле, тырă акмалла

20 августа 2008 г.

Хĕвеллĕ, шăрăх кунсем тăни ĕç çи хăвăртлăхне ÿстерме пулăшмаллаччĕ ĕнтĕ. Анчах çак самантпа пур çĕрте те туллин усă курайманни пăшăрхантарать. Хальхи вăхăтра уйра вырман тырă 5 пин гектар ларать. Агрегатсен ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк. Кунсăр пуçне комбайнсем чылайăшĕ ĕçе хутшăнаймаççĕ

Тыр-пул тухăçĕ япăх мар. Ку таранччен 4278 тонна çĕнĕ тырă пухса илнĕ, 815 гектар çинчи улăма пуçтарнă.

Кĕр тыррисене акса хăвармалли чи лайăх вăхăт çитрĕ. Ăна районти чылай хуçалăхсем тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ теме пулать. Акă, пурĕ 3930 гектар ытла çĕр хатĕрленĕ. Ку енĕпе кăçал Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики ырă тĕслĕх кăтартнине палăртмалла. Унăн 1100 гектар кĕрхи культурăсем акмалла. Фабрика коллективĕ вара 1500 гектар майлă тăпрана кăпкалатса тухнă. Çакă ку таранччен усă курман лаптăк, çавăнпа та ăна çаврăнăша кĕртиччен сухаласа темиçе хут кăпкалатнă. «Путь Ильича» хуçалăхра 668 гектар, «Коминтернра» – 560, «Асаматра» – 360, «Нивăра» 250 гектар çĕр хатĕрленĕ.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вăй-хăват кĕртес ыйтăва тăхтаса тăмасăр татса памаллине палăртнăччĕ. Кăçал ял çыннисем ку тĕлĕшпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ теме пулать. Акă, районĕпе хыт-хура кашласа ларнă 2905 гектар йышăнакан лаптăка сухаланă. «Путь Ильича» обществăра кун пек çĕрсене 508 гектар хатĕрленĕ. «Нивăра» вăл 194 гектарпа, Никитин фермер хуçалăхĕнче 180, «Асаматра» – 104, «Свобода» колхозра 102 гектарпа танлашать.

Кăçал пĕтĕмпе 6959 гектар çине кĕр тыррисем акса хăвармалла. Мĕн пур техникăна туллин усă курса вăрлăха икĕ эрне хушшинче тăпрана варăнтарма тăрăшмалла. Çакна пăхăнмалла – культурăсене йÿçĕк çĕрлĕ лаптăксене акмалла мар. Ку тыр-пул тухăçне чакарать, вăл чир-чĕрсемпе, хурт-кăпшанкăпа сиенленет, вăрлăх пахалăхĕ те чакать.

Калча лайăх хĕл каçасси вăрлăха тăпрана мĕн тарăнăш варăнтарнинчен нумай килет. Çакна агрономсем аван пĕлеççĕ. Акă, тулăна йывăр çĕр çине 4-5 сантиметр, ыраша – 3-4, çăмăл çĕр çине иккĕшне те 5-6 сантиметр тарăнăшне акса хăвармалла. Гектар пуçне пĕр центнер минерал удобренийĕ парсан калча уйрăмах хĕл аван каçать.

Кĕр акинче хуçалăхсем мĕнле вăрлăхпа усă кураççĕ-ха; Московская-39, Безенчукская-380 кĕрхи тулă, Безенчукская-87 ыраш пур районта. Çĕнĕ тырăран икĕ хуçалăх вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеттернĕ. «Нива» 86 тонна, «Дар-Бройлер» 24 тонна кĕрхи тулă «Россельхозцентрăн» районти пайне илсе пынă. Çак ĕçе пур çĕрте те хăвăртлатни кирлĕ. Акара çĕнĕ, пысăк тухăç паракан вăрлăхпа çеç усă курма тăрăшмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика