АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курмалла

20 августа 2008 г.

«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ ял хуçалăх предприятийĕсене кăна мар, ял çыннисене те пысăк пулăшупа тивĕçтернине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Хуçалăхсем çăмăллăхлă кредит илсе выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетеççĕ е реконструкцилеççĕ, ăратлă выльăх тата ял хуçалăх техники туянаççĕ. Ялта пурăнакан уйрăм çынсем те наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кредит илсе хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма пултараççĕ. Шăпах ял çыннисене хушма хуçалăха аталантарма кредит парас ĕç районта еплерех пынипе интересленсе Раççей Перекет банкĕн Етĕрнери уйрăмĕн 4438Ÿ033 номерлĕ хушма офисĕн ертÿçипе С.В.СЕКАЙКИНАПА тĕл пулса калаçрăмăр.

– Светлана Валентиновна, «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хушма хуçалăх тытакансене çăмăллăхлă кредит парас ĕç мĕнле пырать-ха; Кăтартусемпе паллаштарсамăр тархасшăн.

– Палăртмалла, асăннă йышши çăмăллăхлă кредита 2006 çулта пама тытăнтăмăр. Ял çыннисем хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредитăн тÿлесе татман виçи хальлĕхе пĕтĕмпе 75 миллион тенкĕпе танлашать. Кăçал районта Перекет банкĕн уйрăмĕ урлă 201 çын 26 миллион та 32,5 пин тенкĕлĕх кредит илме документсем тăратнине асăнмалла.

– Кредита миçе çуллăх тата мĕнле тĕллевпе илме май пур;

– Çăмăллăхлă кредита 5 çуллăх çулталăкăн 14 проценчĕпе выльăх-чĕрлĕх витисене модернизацилеме, реконструкцилеме е çĕнетме, выльăх-чĕрлĕх (мăйракаллă шултра выльăх, сурăхсем, сыснасем, пыл хурчĕсем...) туянма, ял хуçалăх техникине илме май пур. 2 çуллăх вара кун пек кредита çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх техникине юсама саппас пайсем, минераллă удобренисемпе вăрлăх, выльăх апачĕ, çамрăк выльăх туянма, çавăн пекех ветеринари препарачĕсене илме, страхлав взносĕне тÿлеме, ял хуçалăх культурисен тухăçне страхлама, ĕç çи вăхăтĕнчи ытти тăкаксене саплаштарма илме пулать. Сăмах май, кредитăн çулталăкăн 14 процентĕнчен 11-шне патшалăх субсидилет, кредит илекенĕн вара 3 процентне çеç тÿлемелле пулать. Кунтах çакна та каласа хăвармалла. Кредита 15 пинрен пуçласа 700 пин таранах илме май пур, анчах ăна илекен çыннăн тупăшĕ тивĕçлĕ пулмалла.

– Светлана Валентиновна, хушма хуçалăха аталантармалли кредита илме еплерех документсем хатĕрлемелле;

Кредит виçи 100 пинрен иртмест пулсан пĕр поручитель кăна кирлине палăртмалла, ытларах пулсан – 2 е ытларах. Ку тупăшран килет. Кредит илекенĕн тата поручителĕн паспорчĕсен пур страницин те копийĕсем, иккĕшĕн те юлашки 6 уйăхри тупăшĕсене кăтартакан справкăсем тăратмалла. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ял хуçалăх кĕнекинчен илнĕ выписка, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ панă рекомендаци кирлĕ. Заявлени-анкета та çырмалла. Кредит илекенĕн çĕр пурри е çукки çинчен çирĕплетекен документа тăратмалла мар.

– Пĕр хутчен хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илнĕ çыннăн тепĕр хут ăна илме ирĕк пур-и;

– Паллах. Çÿлерех палăртрăмăр ĕнтĕ, кредита 700 пин таран илме май пур, анчах кредит илме кăмăллакан çыннăн тупăшĕ лайăх пулмалла. Çавăн пекех кредита урăх тĕллевпе илмелле. Тĕслĕхрен, маларах техника туянма патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă пулсан, тепрехинче асăннă кредита урăх тĕллевпе (выльăх туянма, выльăх витисене çĕнетме...) илме май пур.

Юлашкинчен çакна палăртас килет. Çăмăллăхлă кредит илсе хушма хуçалăха аталантарас тĕллевлисем чылай. Çак паха информаципе паллашсан маларах кун пек кредитпа усă курманнисен те хушма хуçалăха аталантарма шухăш кĕрессе шанас килет. Патшалăх майсем туса панă чух унăн пулăшăвĕпе ял çыннисен туллин усă курасчĕ.

– Калаçушăн тавтапуç, Светлана Валентиновна!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика