23 августа 2008 г.
Августăн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри культурăпа кану центрĕнче районти учительсен августри конференцийĕ иртрĕ. Пухăннисене чи малтанах И.Спиридонова ертсе пыракан ачасен «Святая Русь» ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Конференцие район пуçлăхĕ Александр Криков уçрĕ, вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитнĕ май ăшшăн саламларĕ.
Район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Татьяна Шереметьева «Пахалăхлă вĕрентÿ шайне паянхи общество тата кашни гражданин ыйтнă пек ÿстермелле» доклад туса пачĕ. Вăл çакна палăртрĕ: 2007-2008 çулхи вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетни районти вĕрентÿ учрежденийĕсем йĕркеллĕ ĕçлесе, ума лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пынине кăтартса парать. Шкулсем «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2006-2010 çулсенче вĕрентÿ ĕçне аталантармалли тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ.
2007-2008 çулхи вĕренÿ çулĕнче районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 16 шкул (6 вăтам, 5 тĕп, пуçламăш 5 шкул-ача сачĕ), кунпа пĕрлех виçĕ хушма вĕрентÿ учрежденийĕ – ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ, спорт шкулĕ, искусство шкулĕ ĕçлерĕç. «Хĕвел» тата «Пилеш» ача сачĕсен коллективĕсем те çамрăк ăрăва кирлĕ пек воспитани парас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Шкулсенче 2091 ача пĕлÿ илнĕ. Виçĕм çул вĕренекенсен хисепĕ 2253-пе танлашнă. Çак тапхăрта 162 ача е сакăр процент чухлĕ сахалланнă. Демографи лару-тăрăвне кура 2010 çул тĕлне 300 вĕренекен таранах чакасса кĕтме пулать.
Çакна шута илсе Мишеркассинчи вăтам шкултан – тĕп шкул, Тралькассинчи тĕп шкултан – пуçламăш шкул-ача сачĕ, Хурашашри пуçламăш шкул-ача садĕнчен шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне туса хунă, ăна Çĕн Атикассинчи вăтам шкул çумне çирĕплетнĕ.
Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен воспитанникĕсен йышĕ пысăкланать. 2005 çулта ачасен 54 проценчĕ шкул умĕнхи пĕлÿ илнĕ, 2006 çулта – 58, 2007 çулта 62 проценчĕ. Учрежденисене кадрсемпе комплектласа çитернĕ. Педагогсен 46 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 79 проценчĕ аттестаци витĕр тухнă. Çавăн пекех 33 çын ятарлă курссенче квалификацие ÿстернĕ. Вĕсем пурте учительсем, халĕ воспитательсем пулса ĕçлеççĕ.
Шкул çулне çитмен ачасене воспитани паракан учрежденисем район тата республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. «Хĕвел» ача сачĕ 2006 çулта ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин грантне – 25 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çул «Пилеш» ача сачĕ республикăри проектсен конкурсне хутшăнса 15 пин тенкĕ илме тивĕçнĕ. Кăçал «Хĕвел» ача сачĕ район пуçлăхĕн хавхалантарăвне – 25 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ. Коллектива ăна инноваци программисене, технологисемпе проектсене пурнăçа кĕртсе пынăшăн панă. Çавăн пекех 5 воспитателе 5-шер пин тенкĕ парса хавхалантарнă. «Пилеш» ача сачĕ кăçал ЧР Президенчĕн грантне – 200 пин тенкĕ илме тивĕç пулнă.
Информаципе коммуникациллĕ технологисемпе усă курнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ача сачĕсемпе шкул çулне çитмен ушкăнсем компьютерсемпе ĕçлеме, Интернета тухма пултараççĕ. Шел, хальхи вăхăтра воспитательсем çак çĕнĕ техникăна çÿллĕ шайра алла илеймен-ха.
Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ача сачĕсене укçа-тенкĕ кирлĕ чухлĕ тÿлейменни çамрăк ăрăва шкул умĕнхи пĕлÿ илме чăрмантарать. Апла пулин те паянхи кун тĕлне 298 ача хушма пĕлÿ илет. Ку вăл мĕн пур ачасен 53 проценчĕ. Районта ачасемшĕн тÿлемелли виçе пысăк мар. Пепкесем кунне 6 сехет садикре пулсан, вĕсене 3 хут вĕри апат çитерсен уйăхне 200 тенкĕ тÿлемелле. Кунĕпе пурăнакан ачасемшĕн вара 400 тенкĕ памалла. Нумай ачаллă çемьесем 50 процентне кăна тÿлеççĕ. Медицина учрежденийĕ палăртнă, аталану шайĕ япăхрах ачасемшĕн пачах тÿлемелле мар. Çакăн пек çăмăллăхсемпе хальхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесенчи 83 ача тата чирлĕ 5 ача усă кураççĕ.
Паллах, шкул çулне çитмен пепкесен учрежденийĕсен ĕçĕнче çитменлĕхсем те çук мар. Акă, чи малтанах пурлăхпа техника бази начаррине палăртмалла. Специалистсен професси шайĕ пĕчĕк. Вылямалли площадкăсене спорт инвентарĕпе, ытти теттесемпе тивĕçтермен тата ытти те.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче ĕçлеме педагогика кадрĕсем çитеççĕ. Чăнах та юлашки вăхăтра çамрăк учительсем района сахал килеççĕ. Çапах та 2006-2007 вĕренÿ çулĕнче эпир виçĕ вĕрентекене, 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче тата виçĕ вĕрентекене йышăнтăмăр. Пĕтĕмпе хальхи вăхăтра 212 учитель çамрăк ăрăва пĕлÿ парас тĕлĕшпе ĕçлет. Вĕсенчен 15-шĕ е 7,1 проценчĕ пенси çулне çитнисем. Çакна та палăртса хăвармалла. Шкулсен ертÿçисем хушшинче аслă категориллисем 25,8 процент, пĕрремĕш категориллисем 61,3 процент чухлĕ. Учительсенчен вара 18-шĕ аслă категорие, 161-шĕ пĕрремĕш категорие, 15-шĕ иккĕмĕш категорие тивĕçнĕ.
2007-2008 вĕренÿ çулĕнче 44 педагог, 2 ертÿçĕ, ертÿçĕн пĕр çумĕ тата шкул умĕнхи учрежденисен 15 воспитателĕ аттестаци витĕр тухнă. ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин приказĕпе 9 учителе , вĕрентÿ учрежденийĕсен 2 ертÿçине, ертÿçĕн пĕр çумне, шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕн 1 воспитательне аслă категори, 29 учителе, пĕр социаллă педагога, 13 воспитателе – пĕрремĕш категори, 5 учителе, 2 воспитателе иккĕмĕш категори панă.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районĕпе 2091 ача пĕлÿ илнĕ. Çав шутра 674-шĕ пуçламăш, 1113-шĕ вăтам, 304-шĕ аслă звеносенче пулнă. Асăннă 2091 вĕренекенрен 2-4 классенчи 101 ача, 5-8 классенчи – 88, 9 класри –14, 10 класри – 10, 11 класри 14 ача “питĕ лайăх” паллăпа вĕренÿ çулне вĕçленĕ. Урăхла каласан, 227 ача е 10,6 проценчĕ. “4” тата “5” паллăсемпе 2-4 классенчи 200 ача, 5-8 классенчи – 260, 9 класри – 83, 10 класри – 43, 11 класри 58 ача вĕреннĕ. Ку вăл пурĕ 644 ача е 30,8 процент пулать.
7 вĕренекене иккĕмĕш çула хăварнă. Вĕсем пуçламăш пĕлÿ илекенсем. Çавăн пекех кил-йыш урăх çĕре куçса кайнă май 24 ача район тулашĕнче пурăнма тытăннă.
Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи Е.Н.Орлова, Э.В.Романов, Тралькасси тĕп шкулĕнчи Н.В.Ермакова, Мăн Этмен вăтам шкулĕнчи З.Г.Полозинапа Н.И.Полозин РФ Президенчĕн 100 пин тенкĕ грантне илме тивĕçрĕç. Чăн-чăн педагогика ăсталăхне кăтартакан вĕрентекенсем сахал мар. В.А.Кудряшова, Н.С.Абакумова, Г.Ю.Селянкина, И.Е.Захарова, Г.П.Артемьева, Н.В.Мидакова, Н.В.Тимакова (Хĕрлĕ Чутай), О.Н.Михеева, Г.Г.Кукушкина, Г.Е.Бархоткина, В.В.Кабардаев, Т.В.Горбунова (Мăн Этмен), И.Л.Евсеева, А.В.Дерстуганова, С.Н.Петрейкина (Çĕн Атикасси), Т.П.Альгешкина, Л.С.Архипова, Л.В.Жукова, Т.Я.Хохлова (Питĕркасси), Е.Г.Бродюкова (Тралькасси), С.Н.Марков (Хусанушкăнь), Л.А.Ешмейкина (Атнар) тата ыттисем те инноваци режимĕпе ĕçлесе вĕрентÿре пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ.
Тĕрлĕ семинарсем ирттерни, вĕрентекенсен профессиллĕ ăсталăхне тата квалификацине ÿстерни пысăк усă парать. Çакна малашне те пăхăнса пырасчĕ.
Докладчик малалла шкул пĕтерекенсем ăçта вĕренме кĕни, ĕçлеме вырнаçни, тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсем, наукăпа методика конференцийĕсем, вĕренекенсен олимпиадисене, семинарсем, профиллĕ пĕлÿ парас ĕçе йĕркелени тата ытти çинче те чарăнса тăчĕ.
2007-2008 вĕренÿ çулĕнче шкул библиотекисем 8600 экземпляр кĕнекепе пуянланнă. 20 ытла тĕрлĕ словарь, географи, вырăс литератури, элементарлă математика, физика, биологи справочникĕсене илсе килнĕ. Çавăн пекех вулавăшсенче Б.Пастернак, А.Платонов, Б.Окуджава произведенийĕсемпе паллашма пулать.
Паянхи библиотека компьютерсăр пулма пултараймасть. “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 5 библиотекăна компьютерсемпе тивĕçтернĕ. 4 библиотекăна тÿрремĕнех компьютерсем вырнаçтарнă.
Кăçал бюджетран вĕрентÿ ĕçне йĕркелесе пыма 78571,7 пин тенкĕ уйăрнă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 6273,1 пин тенкĕ е 8 процент ытларах. Кăçалхи çур çулта вĕренÿ пособийĕсем, электронлă техника комплексне, интерактивлă доска, мультимеди проекторĕ, музыка центрĕ, класс журналĕсем тата ыттине туянма 278,3 пин тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех пĕрремĕш класа пыракансем валли 292,3 пин тенкĕлĕх сĕтел-пукан туяннă. 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче учителсен уйăхри вăтам ĕç укçи 6206 тенкĕпе, воспитательсен 4334 тенкĕпе танлашнă.
Атăлçи федераци округĕнче “Вĕрентÿ” наци проекчĕ ыттисенчен ăнăçлăрах пурнăçа кĕрсе пырать. Инновациллĕ вĕрентÿ заведенийĕсен шучĕ ÿсни, шкулсене Интернетпа çыхăнтарни, вĕрентекенсен ĕç укçине хăпартни, шкулсен техника базисем çĕнелни – наци проекчĕн курăмлă пулăмĕсем. Районти вĕрентÿ пайĕ умри задачăсене ăнăçлă татса парас тĕллевпе ĕçлет. Ку тĕлĕшпе вĕрентÿ ĕçĕн Стратегийĕ малалла утма, ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ пама пулăшса пырать.
Вĕрентÿ аталанăвĕн 2040 çулчченхи Стратегийĕ Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономикăн 2020 çулчченхи Стратегийĕн тĕп пайĕ пулса тăрать. Вăл вĕрентÿри татса паман ыйтусене тата вĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре кăтартса парать. Вĕрентĕве 2006-2010 çулсенче аталантармалли районти тĕллевлĕ программăна çакна тĕпе хурса йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, вĕрентÿ аталанăвĕнчи инноваци ыйтăвĕсене тата воспитани ĕçĕнчи ăс-хакăлпа кăмăл-сипет ыйтăвĕсене мала хумалла.
Доклад хыççăн Хĕрлĕ Чутай вăтам шкул директорĕ Раиса Ильина – “Ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлени вĕрентÿ учрежденийĕсенче инновациллĕ улшăнусем тумалли фактор”, Мăн Этменти вăтам шкул директорĕ Мария Ярадаева – “Пахалăхлă вĕренÿ ĕçне хакласси”, Атнар вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Тимофеева – “Шкулти вĕрентÿ тытăмне общество хутшăннипе аталантарасси”, вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Татьяна Улянды – “Районти ачасене тăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парасси”, вĕрентÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Ольга Митрофанова – “Çапкаланса çÿрекен, йĕркене пăсакан çул çитмен ачасен шутне чакарас ыйтусем”, районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Людмила Кчеткова – “Вĕрентÿ ĕçне хутшăнакансен сывлăхĕ – пахалăхлă вĕренÿ факторĕ”, психологипе педагогика пулăшăвĕн центрĕн заведующийĕ Алевтина Савельева – “Япăх сывлăхлă ачасене – психологипе педагогика пулăшăвĕ”, вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Марина Глухова “Ачасен 2008 çулхи çуллахи канăвĕ” темăсемпе тухса калаçрĕç.
Чăваш Республикин вĕрентÿÿ, çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿÿ, тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе районти шкулсем япăх мар ĕçленине, вĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли хатĕрлесе çитернине, ку енĕпе пур шкул та лицензи илме пултарнине асăнчĕ. Çитменлĕхсене палăртрĕ, вĕсене пĕтермелли майсене уçса пачĕ.
Конференци ĕçне район пуçлăхĕ А.Криков пĕтĕмлетрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çамрăк ăрăва тарăн та çирĕп пĕлÿ парасси, воспитани ĕçне лайăхлатасси – ку чухнехи чи паллă тĕллев пулса тăнине, шкулсене, ача сачĕсене валли район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ чылай уйăрни вĕрентÿ аталанăвне кирлĕ шая çитерме пулăшассине палăртрĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕнче хастарлăх кăтартакан учительсене Г.Черновапа А.Криков Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.
Конференцин иккĕмĕш кунĕнче педагогсемпе воспитательсем секцисене пайланса мастер-классен аукционне хутшăннă.