АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх тăпрана варăнать

27 августа 2008 г.

Хирлÿкасси уйне тухса курнă-и эсир; Кунта çу каçах трактор сасси лăпланмарĕ. Темиçе çул хыт-хура, ытти çум курăк ашкăрса ларнă лаптăка кăçал июнь уйăхĕ çитичченех сухаласа пăрахрĕç. Пантьăк ял тăрăхĕн çĕрĕччĕ-ха ку. “Искра” ял хуçалăх кооперативĕ саланса кайсан никам та усă курманскер. Туканашри “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрикин директорĕ Николай Лисаев пуçаруллă пулчĕ мар-и; Çак тăрăхра çуралса ÿснĕскер, халĕ те тăван ялтах пурăнаканскер пушă лаптăка ĕçе кĕртме шутларĕ. Пурĕ виçĕ хутчен кăпкалатса тухрĕç пусăна. Кĕр тыррисем акма пахалăхлă çĕр хатĕрлерĕç.

– Кунта 2500 гектар майлă, – куçне ывăтать тип-тикĕс уй çине Николай Иванович. – “Хура çĕр – анне кăкăрĕ вăл”, – тенĕ ваттисем. Çакна пирĕн, ял çыннисен, лайăх пĕлсе тăмалла. Çĕрпе усă курма вĕренсе çитмелле, пÿлмене вăйлă тыр-пул кĕртессишĕн тăрăшмалла. Ку халăха ĕçпе тивĕçтерме, экономикăна тĕреклетме пулăшĕ. Çапла мар-и;

Н.Лисаевпа килĕшме пулать. Вăл хресчен ĕçне лайăх ăнланать, мĕншĕн тесен хăй пурнăçне çамрăклах ялти хура та тарлă ĕçпе çыхăнтарнă. Ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе агроном специальноçне илнĕ. Нумай çулсем колхозра ĕçленĕ: ферма заведующийĕ пулнă, комплекслă бригадăна ертсе пынă. Кашни ĕçе хресченле тирпейлĕхпе пурнăçлама хăнăхнă. Кĕскен каласан, тĕплĕ çын, хуçа туйăмĕ пысăк унăн.

... Хир тăрăх сеялка кăкарнă икĕ МТЗ-82 йышши трактор куçать. Çĕр типĕ мар пулин те хыçра тусан çĕкленнĕ. Агрегатсене Сергей Петровпа Михаил Николаев механизаторсем тытса пыраççĕ. Виççĕмĕш хут çĕр хатĕрлесе кăпкалатакансем – Валерий Даниловпа Валентин Илларионов трактористсем. Ĕç кал-кал пырать, пурте çителĕклĕ.

– Кăçал вăрлăх – кĕрхи тулă – Чул хула облаçĕнчен кÿрсе килтĕмĕр, – тет Николай Иванович. – Хамăр районти “Нива” ял хуçалăх кооперативĕнчен те туянтăмăр ăна. Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх культурисемшĕн пурĕ тăватă миллион тенкĕ тăкакларăмăр. Кунпа пĕрлех икĕ миллион çурăлăх минерал удобренийĕсем турттарса килтĕмĕр.

Халĕ вăрлăха нитроаммофоскăпа хутăштарса тăпрана варăнтараççĕ. Кăçал кăна туяннă сеялкăсем çинче сеяльщиксем тăрса пымаççĕ. Пĕрре тĕрĕс регулировка тунă техника ĕçре шанчăклă. Вăрлăх пăрăхĕсем тулса ларман-ши, пĕрчĕсем пĕр тарăнăшне выртса юлаççĕ-и, тесе шухăшлама кирлĕ мар. Фабрика ĕçченĕсем Юрий Сезяйкин, Александр Козлов, Николай Ямброськин, Владимир Трифонов тата Валерий Михопаров вăрлăхлăх тырра минерал удобренийĕпе хутăштараççĕ. Удобрени пĕр гектар пуçне 100 килограмм лекет. Ку агрономи науки хушнă пекех.

Фабрика “Нива” хуçалăхран вăрлăх сутăн илнĕ терĕмĕр. Ăна михĕсене тултарнă çĕрте те Алина Павлова, Алевтина Жукова, Тамара Боброва, Елена Абаськина, Альбина Бардасова тăрăшулăх кăтартаççĕ. Пĕрремĕш репродукциллĕ культура лайăх тухăçпа савăнтарасса шанма пулать.

Кĕр аки малалла пырать. Икĕ агрегатпа икĕ кун хушшинче 200 гектар тырă акса хăварнă. Тракторсем çĕнĕ, вĕсене кăçал кăна туяннă. Механизаторсен опычĕ те пысăк. Çакă ĕçре ÿсĕм тума пулăшать. Паян хуп-хура тăпраллă уйра çитес çул ылтăн тырă хумханса ларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика