27 августа 2008 г.
Галина Александровна Михопарова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Малтанах пĕлĕвне Кÿпешри фельдшер пунктĕнче ĕçлесе çирĕплетнĕ, унтан Ишеккассинче ĕç¬леме пуçланă. Ишеккассипе Тумликасси çыннисен сывлăхне сыхлас ĕçре 1993 çултанпа тăрăшать вăл. Ялта ача сачĕ уçăлнăранпа унти шăпăрлансен сывлăхне те тĕрĕслесе тăрать.
Ватăсен юн пусăмĕ пысăкланса кайнă-и, ача-пăча чирлесе ÿкнĕ-и – тÿрех Галина Александровна патне пулăшу ыйтма васкаççĕ ял çыннисем. «Вăхăт çук, пыраймастăп», – тесе каламасть вăл. Яланах пулăшу пама тăрăшать. «Тепĕр чух ăшă сăмах та сыватать. Аллипе сĕртĕнсенех ыратни иртсе кайнăн туйăнать», - теççĕ ялти фельдшер пирки ватăсем.
Кулленхи ĕçĕнче специалиста М. Еремина санитарка пулăшса пырать. Чирлисене йышăнмалла-и, килĕрен çÿремелле-и – юнашар вĕсем. Галина Александровнан вара районти тĕп больницăна та çитмелле, унти специалистсемпе канашламалла, ĕç кăтартăвĕсене пĕлтерсе тăмалла.
Ял çыннишĕн тăрăшнипе пĕрлех çемйишĕн те тимлемелле сывлăх ĕçченĕн. Мăшăрĕпе, Иван Харитоновичпа, икĕ ача ÿстереççĕ. Асли, Оксана, амăшĕн çулĕпех кайнă – Шупашкарти медицина колледжĕнче 2-мĕш курсра вĕренет, Саша вара пиллĕкмĕш класа кайма хатĕрленет. Иванăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ çамрăксем. Чирлесе вырăнпах выртакан хунямăшне те пăхать кинĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх – икĕ ĕне, лаша – усраççĕ Михопаровсем. Çемьери туслăхпа килĕшÿ ĕçре те хастар пулма хистет.