27 августа 2008 г.
Чăваш хĕрĕ-арăмĕ мĕн авалтан вăрăм çивĕчĕпе мухтаннă, каччă-арçын чĕрине тыткăнланă. Ахальтен мар психологсем те пурнăçра мĕнле те пулин улшăну пулсан хĕрарăм чăн малтан парикмахерскине çул тытнине калаççĕ. Шел те, халĕ урамра кашни утăмрах çÿçне арçынла кастарнă пикесене тĕл пулма пулать. Мĕн каласси пур, арçынсем те вăрăм çивĕтпе çÿреççĕ. Тепĕр чухне умра тăракан çын хĕр е каччă пулнине те ăнланса пĕтмелле мар: шăлаварпа, вăрăм çÿçпе, алкапа... Анчах кĕлетки те, сасси те арçынăнни пек...
Вăрăм çÿç, чăн та, хĕрарăма илемлетет. Анчах та, ваттисем калашле, унăн ăсĕ кĕскех-ши; Ĕлĕк-авал çĕр çинче матриархат пулнине асăнаççĕ ăсчахсем. Айван çын патша, пуçлăх, ертÿçĕ пулма пултарать-ши; Çук пуль çав... Пуçлăхсем тенĕрен, Мускаври пĕр институтра ĕçлекен ăсчахсем арçынсем хĕрарăм пуçлăхсем пирки мĕн шутланине пĕлес тĕлĕшпе ыйтăм ирттернĕ. Ыйтăма хутшăннă арçынсен 86 проценчĕ хĕрарăм ертÿçе хирĕç маррине палăртнă. Анчах вĕсене пăхăнса ĕçлеме хатĕррисен йышĕ кăшт сахалтарах – 53 процент. Юлашки вăхăтра хĕрарăм арçынран нихăш ĕçре те кая юлмасть: машина та çÿретет, спортра та, сцена çинче те “ялкăшать”, йĕрке те сыхлать... Кил-çурта илемлетес, хăтлăлатас шухăшлăскер, пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçланă чух чунĕпе ĕçе парăннă тĕслĕх сахал мар. Вăл пур çĕрте те йĕрке тăвас енĕпе арçынтан яваплăрах тенине темиçе хут та илтнĕ.
“Хĕрарăмăн ăсĕ кĕскерех” текен каларăш 100 çул каяллах канăç паман этемлĕхе. Акă, 1906 çулта нимĕç тухтăрĕсем Рейзе тата Байерталь арçынсен пуç мимийĕ пысăкрах пулнине палăртнă. Кайран вĕсен сăмахĕсене ытти ăсчахсем те çирĕплетнĕ. “Вăйсăррисен” мимийĕ “вăйлисенчен” 9 кубла сантиметр пĕчĕкрех иккен. Çавăн пекех хĕрарăм мимийĕ витĕр, арçынăннипе танлаштарсан, юн 15 процент хăвăртрах чупнине палăртнă. Çавăнпа та шалкăм ытларах арçынсене çапать. “Вăйлисен” хушшинче тытăнчăклăн калаçакансем, психика хавшанă тĕслĕхсем нумайрах пулни те çакăнпа çыхăннă иккен. Çак тухтăрсемех хĕрарăм мимийĕ пĕчĕкрех пулни вăл айваннипе çыхăнманнине палăртаççĕ. Информаци нумай çĕрте пур çын та “ăс пухать”. Çав вăхăтрах хĕрарăмсен курни-илтнине ас туса юлас тата вĕренес туртăм вăйланать иккен. Арçынсен математикăлла шухăшлавĕ пирки пурте илтнĕ ĕнтĕ. Ку чăн та çапла. 13 арçын математик пуçне 1 хĕрарăм математик çеç лекет. Пикесем вара сăвă-калав çырма, литературăна тĕпчеме аван пултараççĕ.
Психологсем интуици туйăмĕ хĕрарăмсен ытларах аталаннине палăртаççĕ. (Ахальтен мар ĕнтĕ “Кашни хĕрарăмрах тĕшмĕшлĕх пур” тесе калаççĕ). “Виç хĕрарăм – пĕр пасар” тени те тĕрĕсех. Пике калаçма кăмăллать, сăмахпа тепĕр çын кăмăлне те улăштараять. Предложенисене те кăткăссисене йĕркелет. “Сăмах хутаççи” те унăн пысăкрах. Арçын тем те пĕлме тăрăшать, сăмаха каличчен çиччĕ виçсе пăхать. Анчах вăлах çăмăлттай пулнипе те палăрса тăрать. Карьера пусмипе хăпарма тытăнакан арçынăн яваплăх туйăмĕ вăйланать иккен.
Хĕр ачасем арçын ачасенчен маларах калаçма, вулама пуçлаççĕ.
“Амăш туйăмĕ” тени ачана воспитани парассипе те çыхăннă иккен. Пепкин кăмăлне пĕлсех тăрать вăл. Кунсăр пуçне ача ÿссе çитсен те, килтен тухса кайсан та “тем пулас” пулсан тĕлĕк те курать, туять те.
Çук, хĕрарăмăн ăсĕ пач та кĕске мар. Вăл, черчен чунлăскер, тĕреклĕ хул-çурăмлă арçынна хисеплесе юлашки сăмаха калама ăна шанать. Хăйпе юнашар ăслă-пуçлă, эрех-сăрапа иртĕхмен, шанчăклă мăшăр, ачисемшĕн лайăх ашшĕ курма ĕмĕтленет...