АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей команди 3-мĕш вырăнта

30 августа 2008 г.

Август уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуллахи XXIX Олимпиада Пекинра савăнăçлă лару-тăрура хупăннă. Тепĕр 4 çултан Олимп вăййисене Лондонра ирттерĕç. Пĕтĕмĕшле тишкерсен Раççейшĕн ăнăçлă вĕçленчĕ вăл. Олимпиадăн малтанхи кунĕсенче 16-мĕш вырăн йышăннăскер каярах çÿлерех те çÿлерех хăпара пуçларĕ. Иртнĕ эрнере 4-мĕш вырăнта çирĕп тытăнса тăчĕ. Юлашкинчен, лидерсен ушкăнне кĕрсе, 3-мĕшне çитрĕ (4 çул каялла Афинăра иртнĕ Олимпиадăра та 3-мĕш пулнă). Маттур! Тĕнче рекордне çĕнетме те (Елена Исинбаева), харăсах пьедесталăн 3 картлашкине йышăнма та (Елена Дементьева, Динара Сафина, Вера Звонарева теннисисткăсем), Совет Союзĕн, Раççейĕн историйĕнче халиччен пулман наградăна çĕнсе илме те (Евгения Полякова, Александра Федориева, Юлия Гущина, Юлия Чермошанская, 4 х 100 метр эстафета) пултарчĕç. Чи пахи вара – Олимп призерĕсен хушшинче чăваш хĕрĕн Ирина Калентьевăн (Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ) ячĕ пулни. Шанатпăр: пирĕн спортсменсем малашне те Раççей халăхне çитĕнÿсемпе савăнтарĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика