30 августа 2008 г.
Инкеке лекнĕ Кăнтăр Осети çыннисене тĕнчипех пулăшнине пурте пĕлетпĕр. Ку енĕпе эпир те айккинче юлмăпăр. Район администрацийĕ вăрçа пула шар курнă çынсене пулăшас тĕллевпе предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсен, уйрăм предпринимательсен пĕр кунхи укçине куçарса пама йышăннă. Кунпа пĕрлех ялсенче çĕнĕ тумтир, вырăн таврашĕсем, укçа пухас ĕçе анлă сармалла. Пуçтарнă япаласене районти социаллă пулăшу паракан центра çитерсе памалла.
Чăваш Енре Кăнтăр Осети çыннисем валли пĕр миллион тенкĕ ытла пухнă. Августăн 27-мĕшĕ тĕлне инкеке лекнĕ çынсем валли пĕр кунхи ĕç укçине район администрацийĕнче тăрăшакансем, район хаçачĕн редакцийĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕ, казначейство, Штанаш, Кив Атикасси тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсем уйăрнă.
Çак ĕçе пурин те хутшăнасчĕ, çĕр çинче мирлĕ пурнăç хуçалантăр тесе тăрăшасчĕ.