03 сентября 2008 г.
Кашни ĕнерен куллен сĕт сăвассипе районти хуçалăхсем хушшинче “Свобода” колхоз малта. Кунта талăкри вăтам сăвăм ĕне пуçне 13,3 килогрампа танлашать. Ку вăл районăн вăтам кăтартăвĕнчен 8,1 килограмм нумайрах.
Паллах, ÿсĕм çулĕ такăр мар. Çитĕнÿ тăвас тесен нумай тăрăшмалла. Хальлĕхе хуçалăхсенчи 1541 ĕнерен кунне 14395 килограмм сĕт пухăнать е кашни ĕне 5,2 килограмм сĕт антарать.
Ферма ĕçченĕсем умĕнче пысăк задачăсем тăраççĕ. Вĕсене ăнăçлă татса парас пулсан выльăх-чĕрлĕхе пăхас ĕçе лайăхлатни кирлĕ.