03 сентября 2008 г.
Кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Етĕрне хулинче лашасене ăмăртса чуптарас енĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту пулать. Ăна А.Г.Николаев космонавтпа граждан вăрçин паттăрне В.И.Чапаева асăнса ирттереççĕ. Кĕрешĕве Чăваш Енри чи хăвăрт чупакан утсем хутшăнаççĕ.
Ăмăртура “Сюрприз” ятлă ăйăр та старта тухать. Унăн хуçи – Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕ, Тихăнушкăнь ялĕнче пурăнакан Вячеслав Андреевич Молодейкин. Вăл ачаранпах лашасене юратать, 1994 çултанпа çак выльăхсене ĕрчетес енĕпе ĕçлет. Унăн “Сюрпризĕ” çÿрен тĕслĕ, халĕ вăл виçĕ çулта.
Вячеслав Андреевич çемьеллĕ, хăйĕн мăшăрĕпе, Алена Олеговнапа, Игорь ывăлĕпе Ольга хĕрне тĕрĕс воспитани парас тĕллевпе тăрăшаççĕ. Арăмĕ те, ачисем те кил хуçин интересне аван ăнланаççĕ, хăйсем те утсене юратаççĕ.
“Сюрприз” ăйăр тĕрлĕ ăмăртусенче пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă. Кăçал кăна вăл виçĕ хут лашасен ăмăртăвне хутшăннă. Етĕрне районĕнчи “Акатуйра” – иккĕмĕш, Муркаш районĕнче иртнĕ Республика кунĕнче – виççĕмĕш вырăн йышăннă. Августăн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Физкультурниксен кунне уявланă çĕрте ăмăртнă.
Вячеслав Андреевич кĕрешÿсене тĕплĕн хатĕрленет, вăл Тукас ялĕнче вырнаçнă Етĕрнери лаша спорчĕн шкулĕнче тренировкăсем ирттерет.
Ăнăçлăх сире, “Сюрприз” тата В.Молодейкин!