03 сентября 2008 г.

Пирĕн ентеше, Владимир Федорович Ежеева Чăваш Ен ШĔМĕн Çул-çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн пуçлăхне уйăрса лартнă.Тивĕçлĕ хушăва ЧР шалти ĕçсен министрĕ Вадим Валентинович Антонов июль уйăхĕн 24-мĕшĕнче алă пуснă. 51 çулти милици полковникĕ В.Ежеев Чăваш Енĕн ПАИ ертÿçин йышĕнче 2000 çултанпа: малтан пуçлăх çумĕ пулнă, унтан пĕр çул сиктерсе Çул-çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланă.
Аса илтерер: 2006 çулта çак должноçа Валентин Глухова çирĕплетнĕччĕ, анчах çулталăк ĕçленĕ хыççăн ăна хăтарнă.
Палăртма кăмăллă, Владимир Федорович – Чутай çынни. Вăл 1957 çулхи июлĕн 27-мĕ¬шĕнче Кÿпеш ялĕнче кун çути курнă. 1974-1995 çулсенче вăл хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. 1995 çултанпа вара В. Ежеев ЧР Çул-çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнче тăрăшать.