АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пултарулăхĕн иксĕлми çăл куçĕ

03 сентября 2008 г.

Халăх пултарулăхĕн иксĕлми çăл куçĕ

Иртнĕ эрнере ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра “Инвалид çемйи” ятпа районти конкурс иртнĕ. Ăна Раççейри Çемье çулталăкне халалланă. Конкурса хутшăннисем “Социаллă активлă çемье”, “Чи талантлă çемье”, “Спорта юратакан çемье”, “Бизнес-çемье”, “Кил-йыш вучахне упракансем” номинацисенче ăмăрт¬нă. Мероприятие Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш республикинчи организацийĕн районти уйрăмĕ, район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕ, тĕп библиотека йĕркелесе ирттернĕ.

Конкурса хутшăнма кăмăл тунă кашни мăшăр çемье традицийĕсемпе интересĕсем çинчен каласа кăтартнă, юрăпа, ал ĕç япалисемпе паллаштарнă. Кун хыççăн вĕсем тĕрлĕ конкурссенче хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă. Валентина Немешкина, Зоя Спиридонова – пĕчченшерĕн, Евдокия Сергеева, Зоя Элеменкина тата Нина Романова ушкăнпа юрлани, “Надежда” пĕрлешĕвĕн хĕрарăмсен ансамблĕн юррисем, куракансемпе ирттернĕ конкурссемпе вăйăсем уява илемлетме тата пуянлатма май панă.

Библиотекăн вулав залĕнче инвалидсен çемье пултарулăхĕн “Эпир пĕрле тата нумайрах тума пултаратпăр” куравĕ, “Çемье – чун хÿтлĕхĕ” кĕнеке-журнал куравĕ ĕçленĕ. Çавăн пекех хăнасем “Çĕр çуллăха тăсăлакан пурнăç” презентаципе паллашнă.

Конкурса йĕркелени унта хутшăнакансене хăйсен чун-чĕрине уçса яма, мĕн пĕлнине ыттисене кăтартма, хăйсен вăй-халне шанма çул уçса панă. Акă, курава тăратнă ĕçсемпе паллашсан вĕсен пултарулăхĕ пысăккине, кун пек произведенисем сайра пулнине, фантази пуянлăхне тата халăх пултарулăхĕн иксĕлми çăл куçне туйса илетĕн.

“Кил-йыш вучахне упракансем” номинацире Хĕрлĕ Чутайри Зинаидăпа Валерий Мереськинсен, “Социаллă активлă çемье” номинацире Питĕркассинче пурăнакан Тамарăпа Виталий Ермолаевсен çемйисем палăрнă. Çĕнтерÿçĕсене район пуçлăхĕн, Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Республикинчи организацийĕн районти уйрăмĕн дипломĕсене, асăнмалăх парнесем парса чыс тунă.

Çĕнтерÿçĕсем августăн 28-мĕшĕнче Муркашра “Инвалид çемйи” ятпа иртнĕ зонăри конкурса хутшăннă. Унта Ермолаевсем диплом тата укçан преми çĕнсе илнĕ. Мереськинсен çемйине конкурса хастар хутшăннăшăн диплом парса хавхалантарнă. Çакна палăртмалла: инвалидсен тупăшăвне кайма район администрацийĕ автомашина уйăрнă, Питĕркассипе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсем вара укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Сăмах май, паянхи кун тĕлне районта 1440 инвалид пурăнать. 333-шĕ инвалидсен районти уйрăмĕн обществинче тăрать. Çак йышран чылайăшĕ общество ĕçне активлă хутшăнать, нумайăшĕ хăйсен пултарулăхне кăтартас тĕлĕшпе хастар. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçлăх сунар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика