06 сентября 2008 г.
Кăçал республикăра “Да будет свет” ятпа фестиваль иртет. Хальхи вăхăтра унăн пĕрремĕш тапхăрĕ районта пырать ĕнтĕ. Паян урамсене, уйрăм хуçалăхсене, ялсене, ял тăрăхĕсен территорийĕсене çутăпа тивĕçтерес тата илемлетес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – обществăлла вырăнсене – предприятисемпе организацисен çурчĕсене паянхи çутă искусствипе усă курса капăрлатасси, общественноçа техника прогресĕн аталанăвĕпе паллаштарасси. Кĕскен калас пулсан, ертÿçĕсен хальхи художниксемпе дизайнерсене хутшăнтарса культурăн çĕнĕ элеменчĕсене йĕркелемелле.
Çак ĕçе художниксемпе дизайнерсем, архитекторсем кăна мар, ĕç тата пултарулăх коллективĕсем, ялсенчи активистсемпе пуçаруçăсем, уйрăм çынсем хутшăнаççĕ. Фестивалĕн вырăнти, пĕрремĕш тапхăрĕн кăтартăвĕсене ял тăрăхĕсенче пĕтĕмлетеççĕ. Чи лайăх проектсене октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне районти комиссие тăратмалла пулать.