10 сентября 2008 г.

Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Куславкка районĕнче Кăнтăр Осетинчи мирлĕ халăха хÿтĕлесе пуçне хунă Алексей Георгиевич Журавлева пытарнă.
Вăл 1987 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнче çуралнă. 2006 çулта Алексей салтака кайнă, унтан çар службине контрактпа малалла тăснă.
Алексей Георгиевич çар тивĕçне пурнăçланă мотострелковăй полк вут-çулăм ярса илнĕ Цхинвала кĕрет. Çав кун, августăн 9-мĕшĕнче, çамрăк салтак ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Анчах та кун çинчен тăванĕсем август вĕçĕнче çеç пĕлеççĕ.
Алексей Журавлева пĕлнĕ çынсем пурте вăл калаçма, шÿтлеме юратнине, ырă кăмăллă та ыттисене яланах пулăшма хатĕр пулнине калаççĕ.
Куславкка район пуçлăхĕ И.Майоров çапăçура пуçне хунă салтакăн тăванĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшнине каланă, паттăрăн çутă сăнарне ĕмĕрлĕхех асра хăварасси ентешĕсен тивĕçĕ пулнине палăртнă.
Алексей Журавлев кĕçĕн сержанта вилнĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн патшалăх наградине – Хăюлăх орденне пама тăратнă.