10 сентября 2008 г.
Çанталăк кĕр енне сулăнчĕ: кунсем кĕскелчĕç, курăк сĕткенĕ чакрĕ... Çумăрсем те нумай хушă çуса тăчĕç. Кĕтÿçĕсемпе дояркăсен паянхи тĕллевĕ – выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци хисепне чакармалла мар, вĕсен ĕрчевлĕхĕшĕн куллен тăрăшмалла. Сентябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне районĕпе – кунта ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, уйрăм граждансем кĕреççĕ – 63590 килограмм сĕт пухăннă. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен нумайрах. Илнĕ продукцин 50152 килограмне сутнă. Çакă 79 процентпа танлашать.
Республикăри сĕт завочĕсене 37 тонна, республика тулашне 14 тонна продукци ăсатнă. Хальхи вăхăтра сĕт Етĕрнене, Шупашкара, Элĕке, Çĕмĕрлене, Чул хулана каять. Хĕрлĕ Чутайри завод 6 тонна сĕте килограмне 7,1 тенкĕпе йышăннă. Сăмах май, Шупашкара сĕт пани усăллăрах, унта килограмм продукцишĕн 8,5 тенкĕ тÿлеççĕ.
Сĕт хакĕ пĕчĕк пулни хуçалăхсен ертÿçисене те, уйрăм çынсене те пăшăрхантарать. Акă, килти хушма хуçалăхра маларах икĕ ĕне е ытларах та тытакансем чылайччĕ. Çавăнпа нумайăшĕ сĕт ытларах сутма тăрăшатчĕ. Юлашки вăхăтра ял çыннисем хушшинче çакăн пек хастарлăх чакни сисĕнет.
Паллах, пуçа уснипе ÿсĕм тăваймăн. Çакна шута илсе ĕнесене тулли рационпа тăрантарма тăрăшмалла, зооветеринари наукине пăхăнса ĕçлемелле. РФ Правительстви сĕт хакне ÿстерме шантарнăччĕ. Ку ял халăхне майлă пĕр утăм туни пулĕ.