АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă милиционер пулма пилленĕ тейĕн

10 сентября 2008 г.

Турă милиционер пулма пилленĕ тейĕн

Милицин патрульпе пост службин сотрудникне кăмăл çирĕплĕхĕ те, харсăрлăхпа тÿсĕмлĕх те кирлĕ. Ĕçтешĕсем каланă тăрăх, ЧР ШĔМĕн ППСМ полкĕн 2-мĕш батальонĕн 1-мĕш ротин милиционерĕ Александр Поляков аслă сержант – шăпах çавăн пек çын.

26 çул каялла Туктамăш ялĕнчи Поляковсен çемйинче ывăл çуралнă – Александр. Ача пĕчĕк¬лех спортпа туслашнă, ÿсерехпе те ăмăртусенчен юлман, малти вырăнсене йышăннă. Вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пынă, вĕрентекенсем тантăшĕсене унран тĕслĕх илме сĕннĕ.

Шкул хыççăн каччă Çĕмĕрле хулинчи 10-мĕш ПТУна вĕренме кĕнĕ. Ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн çара кайма повестка панă. Инçет Хĕвел тухăçĕнче сывлăшран тапăнасран сыхлакан çарсенче икĕ çул службăра пулнă хыççăн килне таврăннă. Офицерсем Александра контракт туса çартах юлма сĕннĕ, анчах салтак тăван еншĕн тунсăхласа çитнине кура Чăваш Енех таврăнас тенĕ. Кунта малтан хурала вырнаçнă. Анчах ĕç йăлăхтармăш пек туйăннă, интереслĕреххи, обществăшăн усăллăраххи илĕрт¬нĕ. Çавна май Поляков тусĕсен, милици тытăмĕнче ĕçлекенскерсен, тĕслĕхне тĕпе хурса йĕркелĕх хуралне ĕçе вырнаçнă.

Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче Александр виçĕ çул ĕçлет ĕнтĕ. Çак ĕç чи малтанах çынсемпе хутшăнма май пуррипе илĕртет: час-часах çынна пулăшма тивет, правăна пăсакансемпе те куллен курнăçмалла. Çак ĕç Александра килĕшет.

Патруль сотрудникĕсемшĕн кашни дежурство ятарлă занятисенчен пуçланать: милиционерсене табель хĕç-пăшалĕпе усă курма, кĕ¬решÿ-тытăçу мелĕсене вĕрентеççĕ. Аслă сержант çакна питĕ лайăх пĕлет ĕнтĕ, хăш-пĕр чух хăй те çамрăк сотрудниксемпе занятисем ирттерет. Урамсенчи, общество вырăнĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçтерессинче патрульпе пост службин тÿпи пысăк. Тем те сиксе тухма пултарать, çавăнпа яланах хатĕр пулмалла. Поляковăн служба биографийĕнче – уçса панă вун-вун преступлени, административлă правăна пăснă тĕслĕхсем. Полк ертÿçисем ун пирки ыррине кăна калаççĕ: хушнине тĕплĕ те вăхăтра пурнăçлать, хăйĕнчен çирĕп ыйтать.

Александрăн служба вырăнĕ хăйне евĕрлĕ – каçхи “Тройка” клуб районĕ. Тĕп хулари криминал тĕлĕшпе чи çивĕч районсенчен пĕри. Йĕр¬келĕх хуралçисен асăрхаттарăвĕсене ашкăнчăк çамрăксем ытларах чух шута илеççĕ. Акă паян та милицин аслă сержанчĕшĕн ĕç кунĕ преступлени уçса панинчен пуçланнă. Эпир унпа тĕл пулма пырас умĕн Поляковпа ĕçтешĕ черетлĕ преступление уçса панă. Милиционер тимлĕ пулнине кура саккуна пăсакансене алăранах ярса тытнă. Çур çĕр иртсен 2 сехет тĕлнелле пакунлă çынсем Шумилов урамĕнчи “Копейка” лавкка хыçĕнче тăватă çамрăка асăрханă. Пĕри малта пырать, аллинче – сумка. Кăшт хыçаларах – тата виççĕн, васкаса утаççĕ. Малта пыраканни çурт подъездне кĕрсе çухалсанах хыççăн утакансем малалла вир¬хĕннĕ. Вĕсем хайхи каччăна хĕненĕ, сумкине туртса илнĕ. Унта вара самай пысăк укçа, пысăк пĕл¬терĕшлĕ документсем пулнă. Ырă мара сиссе милиционерсем те çав подъезда васканă, хурахсене тытса чарнă. Ку – çийĕнчех уçса панă нумай преступленирен пĕри.

Патрульпе полк службин йышлă сотрудникĕсен хушшинче Александр кăна Президент стипендине илет. Ăна вăл милици службинчи ăнăçусемшĕн тивĕçнĕ. Пĕл¬тĕр Поляков “Професси енĕпе чи лайăххи” конкурса хутшăннă. Чăваш Енĕн тĕрлĕ хулипе районĕнчен пухăннă 30 сотрудник хушшинче Александр виç¬çĕмĕш вырăн йышăннă.

Ашшĕн, упăшкин тивĕçне те Александр лайăх пурнăçлать. Ĕç нумай вăхăта вăя илет пулин те вăл çемйишĕн пĕтĕмпех тума хатĕр. Ĕçрен ывăнса таврăнсан та ывăлĕпе Максимкăпа хаваспах вылять. Лешĕ хальлĕхе пĕчĕк-ха – 4 уйăхра кăна.

Поляковсен çемйинче килĕшÿ хуçаланать. Малашлăха вĕсем шанчăкпа пăхаççĕ. Хальлĕхе çамрăк çемье тара илнĕ хваттерте пурăнать-ха, çапах вĕсен пысăк ĕмĕт пур – хваттер туянасшăн. Ку ĕмĕт кĕçех пурнăçланасса шанаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика