10 сентября 2008 г.
Тăватă-пилĕк çул каялла Сăр хĕрринчи вăрман çумне вырнаçнă Пчелка ялĕнчен таврăнаттăм. Çуллахи çанталăк шăрăх, вăштăр çил те çук. Шыв ĕçес килни Анат Чутай урамĕнчи сарă çÿçлĕ, яштак кĕлеткеллĕ çынна сăмах хушма хистерĕ.
– Типсе вилес пулать паян, – терĕм эпĕ. – Пĕр крушка шыв ĕçтерсе ямăн-ши;
– Атя, кĕрер пÿрте, – сĕнчĕ кил хуçи. – Çул çине тухсан чăрмавĕ-мĕнĕ тупăнать вăл.
Шăкăл-шăкăл калаçса аслă пÿрте кĕтĕмĕр. Пилĕк-вунă минут таранах пуплесе лартăмăр. Сăнран кил хуçине тахçанах пĕлеттĕм-ха. Вăл ирсерен Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ урамĕпе тăвалла васканине пĕрре кăна курман. Халĕ, авă, çывăх¬рах паллашма тÿр килчĕ.
– Михаил Козлов эпĕ, – терĕ вăл. – Районти КСО-ра ĕçлетĕп. Пире, строительсене, сывлăх, вăй-хал кирлĕ. Ыттишĕн кулянмастпăр.
Эпĕ Михаил Самуиловича каменщик пуль тенĕччĕ. Нумаях пулмасть вăл бетонщик пулнине пĕлтĕм. Район пуçлăхĕ Александр Криков Строительсен кунĕ ячĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕç¬ленĕшĕн “Красночетайская” КСО хупă акционерла обществăра тăрăшакансен пĕр ушкăнне райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăланă. Наградăна тивĕçнисем хушшинче М.Козлов бетонщик та пур.
Строительство ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Çакна пĕлмен çын та çук пулĕ. Акă, хыт-хура пусса илнĕ пушă вырăна строительсем пырса çитеççĕ. Часах бульдозер котлован чавма, кайрантарах кран çÿлелле кармашма пуçлать. Тикĕс стена хăпарать ĕнтĕ, чÿрече, алăк çийĕсене тимĕр-бетон перемычкăсем ху¬раççĕ. Каменщиксем, бетонщиксем, вĕсене пулăшакансем ир пуçласа каçчен вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеççĕ: çуллахи шăрăхра та, хĕллехи сивĕре те. Çак квартал валли çавăн чухлĕ укçа уйăрнă, унпа туллин усă курмалла. Кăна прораб та, мастер та асилтерсех тăраççĕ.
– Пирĕн коллектив пысăк мар, – каласа парать Михаил Самуилович. – 29 çын кашни кун ĕçе тухать. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев – çĕнĕ çурт-йĕр çĕклесси, юсаса çĕнетесси. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн шкулсене, ача сачĕсене йĕркене кĕртес ĕçе хутшăнтăмăр.
Пĕчĕк мăйăрăн тĕш¬ши тутлă, теççĕ. Пысăк мар коллективра та хастар, пултаруллă çынсем сахал мар. Акă, Зоя Альгешкина штукатур-маляр тахçантанпах строительство ĕçĕн¬че. Николай Новиков автокрановщик хăй ĕçне мĕнле пурнăçланинчен стройка ăнăçлăхĕ нумай килет. Строительство материалĕсем килсех тăраççĕ, вĕсене пушатмалла. Тиемелли те тупăнсах тăрать. Геннадий Никитин водитель вара автомашинăна юсавлă тытма тăрăшать. Николай Архипов снабжени инженерĕн ĕçĕ те яваплă. Иван Тихонов тракторист çинчен те коллективра ырăпа çеç асăнаççĕ.
Çакăн пек пултаруллă çынсем хушшинче ĕçлет Михаил Самуилович. Вĕсен ырă тĕслĕхне ăша хывма тăрăшать. Ыттисем унăн хастарлăхĕпе хавхаланса тăрăшаççĕ. Çакă туслăх, килĕшÿ çуратать. Акă, бетонщик сăмах бетонпа çыхăннине пĕлтерет. Цемент растворĕпе ĕçлемелле унăн. Йывăр, анчах ытти строительсенни пекех пархатарлă ĕç. Пурте пĕрле вăй хурса туса лартнă çĕнĕ çурта çемьесем йышăннине курать те М.Козлов, чĕререн хĕпĕртет. Урăхла епле пултăр-ха; Çак çутă та аслă хваттерсемлĕ темиçе хутлă çурта туса лартма вăл хутшăннă-çке. Тăрăшнă, ÿркенмен – çынсене савăнăç туйăмĕ парнеленĕ.