АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăп: операци пырать...

10 сентября 2008 г.

Каçхине. Урамра кассăн-кассăн çумăр çуса иртет. Вăйлă çилпе картишĕнчи йывăçсем кашлаççĕ. Кичем, сăнсăр вăхăт вăл, кĕркунне. Кăмăл-туйăм та темле, пусăрăнчăк. Пÿлĕмрен те тухас килмест. Акă, телефон шăнкăравĕ янăраса кайрĕ. Кун пеккине хăнăхнăран-ши, Николай Александрович телефон кĕпçине лăпкăнах алла илчĕ. Тĕп больницăри хирурги уйрăмĕнчен шăнкăравлаççĕ-мĕн. Ăна хăвăртрах ĕçе пыма чĕнеççĕ. Аптăраса ÿкнĕ хĕрарăма илсе килнĕ иккен.

– Кĕтĕр, пыратăп, – терĕ те хирург, хăпăл-хапăл тăхăнса тумланчĕ.

Çĕнĕ урамра пурăннă май кулленхи ĕç вырăнĕ инçе мар-ха. Пилĕк минут иртрĕ-и, вăл унта çитсе те кĕчĕ. Кирлĕ çынна тĕрĕслерĕ: юн пусăмĕ пĕчĕкленсе ларнă, чĕре таппи вăйсăр... «Операцине хатĕрлемелле!» – дежурствăри сестрасене хушрĕ Николай Александрович. Васкавлă пулăшу машини Ольга Иосифова операци сестрипе Вячеслав Ейков анестизиолога илме тухса кайрĕ.

... Николай хамăр районти Мăн Этмен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Ăс-тăн панă учительсене халĕ ырăпа асăнать. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ – Валентина Немешкина, класс ертÿçи – Александр Немешкин. Вĕсем çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿÿ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн нумай тăрăшнă. Кашни ачана çĕршыва юрăхлă çын пулма хатĕрленĕ. Коля врач пулас ĕмĕт-шухăшпа пурăннă. Ашшĕ, Александр Николаевич, водитель пулса ĕçленĕ. Амăшĕ, Анна Николаевна, çĕвĕç ĕçĕнче тăрмашнă.

– Эпĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕресшĕн, – хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Коля, ялти шкултан алла аттестат илсе тухсан.

Вăл халăх хуçалăхĕ валли кадрсем хатĕрлекен республикăри чи пысăк аслă шкулта 2000-2006 çулсенче пĕлÿ пухнă. Студент пурнăçĕ – хаваслă та малалла ăнтăлса туртăннă вăхăт. Паллах, вĕренме, тавра курăма анлăлатма çăмăл мар. Çапах та çĕнĕ тус-тантăшсем, ăслă преподавательсем чĕрере тулли вăй-хăват çуратнă. Университетри вĕренÿ çулĕсем халĕ уншăн пĕртте ултă çула тăсăлнă пек туйăнмаççĕ. Ултă уйăх иртнĕ пек кăна...

Хыççăн «Пĕтĕмĕшле хирурги» кафедрин ординатуринче пĕлĕве те, ăсталăха та ÿстернĕ. Е.Катанов профессор ертсе пынипе Николай Ярабаев малтанах çăмăл операцисем тума хăнăхнă. Кайрантарах кăткăс операцисене тума та хутшăннă. Хирург ĕçĕ çăмăл маррине, тÿсĕмлĕхпе чăрсăрлăх кирлине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Вăл аманнă-суранланнă е чирлĕ çыннăн малашнехи кун-çулĕшĕн яваплă. Хирург алли перĕнмесен унăн чирĕ вăраха тăсăлма пултарать. Вилĕм те çири кĕперен çывăх теççĕ. Апла пулсан хирургăн сывлăх хуралĕнче ялан сыхă тăмалла.

– Паянхи ял çыннисенчен чылайăшĕ мĕскĕн, нумайăшĕ чухăнлăхра пурăнать, – тет Н.Ярабаев. – Кунĕн-çĕрĕн ĕçре, унăн канса илме, хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме те пушă вăхăт çук. Районти тĕп больницăна килсе çÿресси çинчен шухăшламасть те. Çакна шута илсе ĕнтĕ врачсем ялсене тухса çÿреççĕ, уйрăмах ветерансене пулăшма тăрăшаççĕ.

Эпир районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕпе Л.Кчетковапа калаçрăмăр.

– Шурă халатлă çынсем хушшинче пултаруллă та ăста врачсем сахал мар, – терĕ вăл. – Вĕсенчен пĕри – Николай Александрович Ярабаев хирург. Унăн ĕç опычĕ пысăк мар. Анчах ĕçе чун-чĕререн парăнни, чирлисене талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулăшма тăрăшни савăнтарать. Çамрăксем, институт пĕтернĕ хыççăн, яла килесшĕн мар. Ярабаев вара тăван тăрăхах таврăнчĕ. Хĕрлĕ Чутайрах тарăн тымар ячĕ...

Мана Николай Александрович пациентсене йышăннине те, хирурги уйрăмĕнче чирлисен сывлăхĕпе интересленнине те курма тÿр килчĕ. Çынсемпе сăпайлă вăл, хăй ĕçне лайăх пĕлекен специалист пек калаçать. Ăнлантарать, кирлĕ пулсан, ÿкĕтлет те. Çапла тума хушать ăна тухтăр профессийĕ, çакăн пек ыйтать чун-чĕрери врач-хирург туйăмĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика