13 сентября 2008 г.
Кăçал уй-хирте тырă ăнса пулчĕ. Анчах вырма тăсăлса кайрĕ. Çапла вара тухăç çухалать. Нумай вăхăт çумăрсем çуса тăни хăмăла çĕр çумне вырттарчĕ. Çавна май тырă шăтса каяс хăрушлăх та пур. Паян районта тыр-пула çăлса хăварасси пирки шухăшламалла. Урăхла каласан, ĕç çине хăвăртлатас тĕллевпе тăрăшмалла: техникăпа, ĕç вăйĕпе туллин усă курмалла.
“Нива” ял хуçалăх кооперативĕпе В.Никитин фермер хуçалăхĕ кăçал районта чи малтан тырă вырса пухас ĕçе вĕçлерĕç. “Телей” общество ĕçченĕсем те уй-хирти тырра кĕске вăхăтра пуçтарса илчĕç. “Путь Ильича”, “Свобода”, “Аккозинский” тата ытти хуçалăхсем те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпех пухса кĕртнĕпе пĕрех.
Çакна палăртмалла – вырмана вĕçленисем комбайнсене техника паркне управа лартма васкамаççĕ. Акă, В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи тата Туканашри “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрикинчи пĕрер агрегат “Коминтерн” ял хуçалăх кооперативĕн уйĕсенче ĕçлеççĕ. “Нивăн” икĕ комбайнĕ “Авангард” обществăна пулăшать. Йывăрлăхра пĕр-пĕрне алă пани, тÿрех каламалла, питĕ лайăх. Ку ĕçе район шайĕнче хакланине пĕлтерет.
Вырма тăсăлса кайнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Чи малтанах ял çыннине çумăрсем çуса тăни чăрмантарчĕ. Çанталăкăн пĕр пек условийĕсенчех пĕрисем ăнăçлă ĕçлеме пултарчĕç. Теприсем вара... Теприсене техника кивелсе çитни, çĕнĕ агрегатсем туянма укçа-тенкĕ çителĕксĕрри ура хучĕ. Ял хуçалăхĕнче паян пысăк йывăрлăхсем пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакланса кайрĕç. Тракторсем, комбайнсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем – 80-мĕш çулсенче туяннисем. Хуçалăхсенче ĕç дисциплини хавшаса пыни куç умĕнче. Çынсене ĕçшĕн тивĕçлипе тÿлемеççĕ, çавна май вĕсем производствăна хутшăнасшăн мар. Çакăн пек лару-тăруран тухас пулсан правительство енчен пулăшу кирлĕ.
Специалистсем питĕ аван пĕлеççĕ – тырра типĕтсе, тĕрлĕ хутăшпа хурт-кăпшанкăран вăхăтра тасатмалла. Çут çанталăкăн биофизика процесĕсене пула вăл вунă кунранах клейковинăна тата тутлăхлă пахалăхне çухатма тытăнать. Çăкăр-кулачă тата ытти апат-çимĕç пĕçермелли тырă выльăхсене çитерме кăна юрăхлă пулса юлать. Пахалăхĕпе пĕрлех хакĕ те чакать. “Нива”, “Коминтерн” ЯХПК-сем, В.Никитин фермер хуçалăхĕ çĕнĕ сортировкăсемпе усă кураççĕ. Пытармалли çук, нумай çĕрте ытларах совет тапхăрĕнче туяннă сортировкăсемпе сушилкăсенчен юлнисемпе çеç тырра тирпейлекелеççĕ. Ун йышши техникăн ĕçлес вăхăчĕ – 15 çул. Çак вăхăт вара тахçанах иртнĕ, паян – пĕри, ыран тепри юрăхсăра тухать. Ялсенче çынсем сахалланса пынă чухне тырра кĕреçепе тирпейлесси пирки калаçни усăсăр. Типĕтмен, тасатман тырă вара йĕтем çинчех çĕрсе каяс хăрушлăх пур.
Кунта манăн акционерсен “Мельинвест” уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Марат Абдюшев каланине илсе кăтартас килет. “Экспертсем хакланă тăрăх, Раççейре вăтам шутпа тыррăн 17 проценчĕ çухалать. Çакă вăл реформăсем пуçланичченхи тапхăртипе танлаштарсан икĕ-виçĕ хут нумайрах. Уйрăм регионсенче çанталăк условийĕсене пула хуçалăхсем пухса илнĕ тыр-пулăн 25-40 процентне çухатаççĕ. Çухатусен 25 проценчĕ вырма ĕçĕсен технологийĕпе, 1 проценчĕ турттарнипе, 74 проценчĕ пухса кĕртнĕ хыççăнхи тапхăрпа (тирпейлессипе тата упрассипе) çыхăннă. Тĕш тыррăн кашни пин тонни пуçне çухатусем 1 миллион тенкĕ ытла пулаççĕ. Çав вăхăтрах пĕтĕм тĕнчипе илсен çухатусем вăтамран 5 процентпа танлашаççĕ. Уйрăмлăх питех те пысăк”, – тенĕ вăл.
Паянах кĕр тыррисем акасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне районĕпе 2915 гектар кĕрхи тулăпа ыраш акса хăварнă. Ку вăл планăн 57,2 проценчĕ. Çавăн пекех пурĕ 3890 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çав шутран 2899 гектарĕ нумай çул усă курманни.
Тĕпрен илсен, умра çивĕч задачăсем тăраççĕ. Вĕсене ăнăçлă татса парасси – ял ĕçченĕсен тивĕçĕ.