13 сентября 2008 г.
Сентябрĕн 9-мĕшĕнче райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн психологипе педагогика пулăшăвĕн центрĕнче районти психологи службин специалисчĕсен ларăвĕ иртнĕ. Унта 2007-2008 çулсенчи вĕренÿ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, япăхрах сывлăхлă ачасене, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене социаллă, психологипе педагогика пулăшăвĕ парас ĕçе мĕнле туса пынине тишкернĕ. Кунпа пĕрлех малашнехи тĕллевсене палăртнă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсен шкулĕ уçăлать, тĕрлĕ семинарсем пулаççĕ, 1 тата 5-мĕш классен ертÿçисемпе “çавра сĕтел” йĕркелеççĕ. “Нет – наркотикам”, “Психолого-педагогическое сопровождение профильного и профессионального образования”, “Психолого-педагогическое сопровождение приемных семей”, “Профилактика преступности и безнадзорности”, “Профилактика профессионального выгорания педагогов” ятарлă программăсем хатĕрлеççĕ.
Надежда Печникова педагог-психолог пухăннисене сенсор пÿлĕмĕн оборудованийĕпе усă курса психокоррекци майĕсемпе паллаштарнă.