13 сентября 2008 г.
Çынна пулăшни, уйрăмах ватăсене ырă туни сăваплă, теççĕ. Çак чăнлăха Мăн Этмен вăтам шкулĕнче вĕренекенсем асрах тытаççĕ, пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Вĕсем шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Валерий Ярабаев ертсе пынипе кăçал, Ырă ĕçсен çулталăкне хутшăнса, чылай ырăлăх тума ĕлкĕрнĕ. Нумай пулмасть ачасен пĕр ушкăнĕ пĕччен пурăнакан Мария Дерюжинана çĕр улми кăларса-пухса панă. Ĕçе тирпейлĕ, хăвăрт пурнăçланă. 82 çулхи кинемей хăйне пулăшнăшăн пурне те чĕререн тав тунă.
Вĕренÿпе ĕç юнашар пулни шкула çÿрекенсемшĕн ют мар. Вĕсем уроксенче тарăн пĕлÿ илме, пушă вăхăтра ырă та усăллă ĕç тума тăрăшни савăнтарать.