13 сентября 2008 г.
Сентябрĕн 1-8-мĕ¬шĕсенче шкул умĕнхи “Пилеш” вĕрентÿ учрежденийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕнчен сыхланас тĕллевпе планпа палăртнă мероприятисене ирттернĕ. Пытармалли çук, ачасем ашкăннипе хăш чухне вут-кăвар сиксе тухать. Чи малтанах “Пушар – пысăк инкек” калаçу йĕркеленĕ. Ăна тĕрлĕ çулсенчи çичĕ ушкăнри 105 ача итленĕ.
Воспитательсем килти электричество приборĕсемпе асăрханса тата пĕлсе усă курмалли çинчен каласа панă. Педагогсем пушар хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштаракан памяткăсем хатĕрленĕ.
Юлашкинчен илнĕ пĕлĕве çирĕплетес тĕллевпе практика занятийĕ иртнĕ. 97 ача, çав шутран чи кĕçĕн çулхи 22 пепке тата учрежденин 27 сотрудникĕ “чрезвычайлă лару-тăрура” çуртран тухнине кăтартнă.