АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ тĕнчи тыткăнлать

13 сентября 2008 г.

Пирĕн ентеш, халĕ Омск хулинче ĕçлесе пурăнакан Анатолий Федорович Тимофеев кăçалхи июль уйăхĕнче 70 çул тултарнине паллă тунă. Вăл – Пĕтĕм Раççейри куçăмсăр майпа вĕренмелли финанспа экономика институчĕн философипе социологи кафедрин доценчĕ, философи наукисен кандидачĕ. Мана ун пирки Тихăнушкăнче пурăнакан Порфирий Кириллович Волков каласа панăччĕ. Вăлах ентеш Тихăнушкăнчи йăмăкĕпе кĕрÿшĕ – Зоя Федоровнапа Алексей Иванович патне янă çырăва кăтартрĕ. 1955 çултанпа республика тулашĕнче пурăнакан çын чăн чăвашла çырни тĕлĕнтерчĕ. Анне панă чĕлхе юнăмра тени тĕрĕсех иккен.

“... Эпĕ халĕ ĕçлетĕп, часах отпуска тухатăп. Июлĕн 14-мĕшĕнче Любăпа (мăшăрĕ – Автор) иккĕн “Коммунальник” санаторие каятпăр. Вăл инçе мар, хамăр хуларан 60 çухрăмра. Пирĕн хĕр ачасем ĕçлеççĕ. Инна та, Ира та институтра тăрăшаççĕ. Лена чирлекелесе больницăра выртрĕ, халĕ унтан тухать.

Эпĕ кăçал 70 çул тултаратăп. Июлĕн 10-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Çынсене пуçтармалла ĕнтĕ. Сывлăх пур чухне ĕçлес тетĕп-ха. Манăн отпуск икĕ уйăх – июль, август. Сирĕн пата пырса курасшăнччĕ, шел, кăçал çитейместпĕр пуль...”

Анатолий 1938 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче Тихăнушкăнь ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Федор Архипович, пĕр хушă Хурашаш ял Канашĕн секретарĕнче ĕçленĕ. 1940 çулта ăна ял-йыш “Красный партизан” колхоз председателĕ пулма суйланă. 1942 çулта вăл хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Тепĕр çул пуçламăшĕнче пĕр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Амăшĕ, Домна Михайловна, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра ĕçленĕ. 1987 çулта, 76 çул пурăннă хыççăн, ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Анатолин ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ. Хуйхă-суйхăсăр, шухă вăхăт пулман унăн. Вăл пĕчĕклех пĕлÿ енне туртăннă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн ялти пуçламăш шкула çÿреме пуçланă, Хурашашри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлĕвне ÿстернĕ. Штанашри вăтам шкула пĕтерсе алла аттестат илсен тÿрех Шупашкарти Чăваш ял хуçалăх институтне çул тытнă. Ăслă-тăнлă çамрăк унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă, дипломлă специалист пулса тăнă. Унăн чун-чĕринче татах вĕренес туртăм вăйланнă. А.Тимофеев Свердловскри Урал патшалăх университетĕнче пилĕк çул пĕлÿ пухать. 1975-1979 çулсенче СССР Наукăсен Академийĕн социологи тĕпчевĕсен институчĕ çумĕнчи Аспирантурăра вĕренет те диссертацие ăнăçлă хÿтĕлесе философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăрать.

Алексей Федоровичăн пĕтĕм ăнлануллă пурнăçĕ çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ парассипе, халăх хуçалăхне кирлĕ специалистсем хатĕрлессипе çыхăннă. Унăн ĕç биографийĕ Омск облаçĕнчи Кормиловски районĕнчи Егорьевскри çичĕ çул вĕренмелли шкулта çырăнма пуçланă. Шкул директорĕнче те ĕçлесе курнă. Казахстанри Караганда облаçĕнче профессипе техника училищинче обществоведени преподавателĕ пулнă. Кирек ăçта ĕçлесен те малашлăха курма пĕлнĕ, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Хăй пĕлнине ыттисем патне çитерессишĕн вăй-халне шеллемен.

Анатолий Федорович тăватă çул ытла Омскри шина завочĕн аслă инженер-социологĕнче ĕçленĕ. Кунтан СССР Миннефтехимпромăн ĕçе наука хушнă пек йĕркелекен Центрне тĕп специалист пулма куçнă. 1976-1980 çулсенче вăл – Центрăн лаборатори заведующийĕ.

1980 çулта çамрăк специалистсем хатĕрлес ĕçе тÿрремĕнех кÿлĕннĕ теме юрать. Сакăр çул хушши вăл Омскри ял хуçалăх институчĕн преподавателĕнче, социологи кафедрин доцентĕнче ĕçлет. Наукăри çитĕнĕвĕсене тата тăрăшулăхне кура ăна социологи кафедрин заведующийĕ пулма шанаççĕ. Çавăн пекех вăл Пĕтĕм Раççейри куçăмсăр майпа вĕренмелли финанспа экономика институчĕн социологи кафедрин доцентĕнче, директорăн наука енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хурать. Чăваш ĕçе тĕплĕ пурнăçланипе паллă. Анатолий Федоровичăн та çак йăла пурнăçа çирĕп кĕнĕ. Вăл кирек епле ĕçе те пуç тавра çичĕ хут шухăшласа пурнăçлама хăнăхнă. Çакăншăн хисеплеççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсем. Çакăншăн юратаççĕ ăна студентсем.

– Анатолий Федорович нихăçан та хăйне мăнна хумасть, – шухăшне пĕлтерет Порфирий Кириллович. – Тăван яла вăл темиçе çулта пĕрре килсе курать. Кашнинчех нумай калаçатпăр унпа. Тихăнушкăнь сывлăшĕ, кунти йывăç-курăк мана вăй параççĕ, тет ученăй. Хресченсен, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет. Малтан районта малта пынă колхоз халĕ хÿрере çапкаланса пынăшăн чĕререн пăшăрханать.

Анатолий Федоровичăн мăшăрĕ, Любовь Павловна, вырăс. Туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Виçĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Тимофеевсен Тихăнушкăнь тăрăхĕнчи тăванĕсен ачисем те Омскра тĕпленнине палăртма пулать. Вĕсем хушшинче ĕçлекенсем те, вĕренекенсем те пур. Кăçал çитмĕл урлă ярса пуснă ученăй патне пырса çÿреççĕ çамрăксем. Ара, Анатолий Федорович пуриншĕн те пурнăçри ырă тĕслĕх пулса тăрать-çке.

Сăмах май, А.Тимофеева “Красночетайский район: люди и годы” кĕнекене кĕртмен. Урăхла каласан, мухтавлă ентеш çинчен кĕскен çырса кăтартни ытти паллă çынсем хушшинче çук. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесе хайларăм та ку материала.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика