24 сентября 2008 г.
Эрех ĕçсен чылайăшĕн кăмăлĕ çĕкленет. Уйрăмах арçынсем «паттăра» тухаççĕ. Вĕсем карланкисене «хĕртнĕ» хыççăн пĕр вырăнта лараймаççĕ, вак-тĕвекшĕн чĕрре кĕреççĕ, хăйсен çывăх çыннисене ĕмĕрлĕх суран кÿреççĕ, пĕр-пĕрне «вĕрентсе» илме те юратаççĕ. Руль умне вара вĕсене пушшех туртать. Акă, сентябрĕн 21-мĕшĕнче каçхи 9 сехет те 15 минутра телевышкăпа Пĕчĕк Этмен ялĕ хушшинче эрехе пула çын пурнăçĕ татăлнă. Районта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, хаяр шĕвеке тутаннă 50 çулхи арçын хăйĕн «Мерседес-Бенц» автомашинипе пысăк хăвăртлăхпа пырса çул çинче тăракан Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан 35 çулхи Сергей Владимирович Челейкин çине кĕрсе кайнă. Калас пулать, вăл вăхăтра С.Челейкинăн çăмăл машини ĕçлеме пăрахнă, хăй хыçалта тăнă пулнă. Сергей Владимирович вырăнтах вилсе кайнă. 50 çулхи арçыннăн вара водитель удостоверенийĕ те пулман, ăна 2006 çулта 19 уйăхлăха хăтарнă пулнă, унтан 24 уйăхлăха, кайран татах 24 уйăхлăха, çитменнине тата вăл вырăнтан тарса пытаннă. Ăна районти шалти ĕçсен пайĕн «Поиск» ушкăнĕ Мучикасси ялĕнче тытса чарнă.