20 сентября 2008 г.
Çăмăл атлетсен тупăшăвне 1998 çулта çуралнисем уçрĕç. Ку ушкăнра старта чылаййăн тухрĕç. Кĕçĕн çулхи спортсменсем 500 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Хĕр ачасенчен пурне те хыçа хăварса финиша чи малтан Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕ М.Филиппова çитрĕ, ун хыççăн К.Мерзлайкина (Мишеркасси), виççĕмĕш – С.Иванова (Хĕрлĕ Чутай). Çак çулхисенчи арçын ачасенчен дистанцие чи пĕрремĕш А.Перепелкин (Атнар) вĕçлерĕ, иккĕмĕш – В.Долгов (Çĕн Атикасси), виççĕмĕш – В.Афондеркин (Хусанушкăнь).
1997 çулхисен кĕрешĕвĕнче хĕр ачасенчен пултаруллăрах Мишеркасси шкулĕн спортсменĕ С.Филиппова пулчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çăмăл атлечĕсем А.Патьяновапа Н.Ефимова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Ку ушкăнри арçын ачасенчен чи вăйлă чупакана А.Андреева (Штанаш) палăртмалла. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем К.Савельевпа Д.Триковский вара иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
1996 çулхи хĕр ачасем 1 километр чупрĕç. Финиша чи малтан Штанашри Л.Софронова çитрĕ, ун хыççăн дистанцие В.Сюткинапа (Çĕн Атикасси) Н.Кудряшова (Хĕрлĕ Чутай) вĕçлерĕç. Арçын ачасенчен хастарлăхпа Штанаш шкулĕн спортсменĕсем И.Афанасьевпа Е.Семенов палăрчĕç, виççĕмĕш вырăна А.Петрейкин (Çĕн Атикасси) çĕнсе илчĕ.
1995 çулхи хĕр ачасен тупăшăвĕнче çĕнтерÿçĕ ята А.Батаева (Атнар) тивĕçрĕ, иккĕмĕш – А.Трофимова (Штанаш), виççĕмĕш – А. Крыцовкина (Мăн Этмен). Çак çулхи арçын ачасен дистанцийĕ 1,5 километра тăсăлчĕ. Ăна П.Судухин (Çĕн Атикасси) çăмăллăнах парăнтарчĕ. Вăл – чемпион. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашкине П.Соколов (Хĕрлĕ Чутай) йышăнчĕ, виççĕмĕш – А.Руссков (Штанаш).
1994 çулхи хĕр ачасенчен, вĕсем 1 километр чупрĕç, чи малти А.Софронова (Штанаш) пулчĕ, А.Щербакова (Çĕн Атикасси) спортсменка финиша иккĕмĕш çитрĕ, виççĕмĕш – М.Степанова (Хусанушкăнь). Ку ушкăнри тупăшура арçын ачасенчен дистанцие чи пĕрремĕш В.Ишмейкин (Штанаш) вĕçлерĕ, ун хыççăн Хĕрлĕ Чутай шкулĕн спортсменĕсем Э.Дадюковпа Ю.Ефимов пултарулăхпа палăрчĕç.
1993 çулхи хĕрсем 1,5 километрлă дистанцире кĕрешрĕç. Финиша чи малтан Н.Краснова (Мăн Этмен) çитрĕ. Çĕн Атикасси шкулĕн атлечĕсем А.Ярусовапа М. Егорова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Арçын ачасен вара 2 километр чупма тиврĕ. Вăрăм дистанцие Çĕн Атикассинчи çăмăл атлетсем Г.Семеновпа Ю.Давыдов, П.Майоров çăмăллăнах парăнтарчĕç. Вĕсем малти вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Аслă ушкăнри хĕрсен кĕрешĕвĕнче спорт ăсталăхне О.Иванова (Çĕн Атикасси) кăтартрĕ, иккĕмĕш – В.Меркиташкина (Мăн Этмен), виççĕмĕш – М.Гусева (Атнар). Çак çулхи яшсенчен чи пултарулли Е.Сидоров (Çĕн Атикасси) пулчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Волковпа (Хĕрлĕ Чутай) А.Ионов (Çĕн Атикасси) пайларĕç.
Юлашкинчен педагогсем старта тухрĕç. А.Степанова, З. Иванова (Çĕн Атикасси), И.Сатлайкин (Штанаш), В.Мерескин (Питĕркасси) хăйсен ушкăнĕсенче малти вырăнсене тивĕçрĕç.
Кĕрхи кросăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, чи нумай балл пухса вăтам шкулсенчен пĕрремĕш вырăна тивĕçлипех Çĕн Атикасси шкулĕ çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш – Хĕрлĕ Чутай, виççĕмĕш – Мăн Этмен. Тĕп шкулсенчен малти вырăна Штанаш шкулĕ йышăнчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Хусанушкăньпе Мишеркасси шкулĕсем пайларĕç.